АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула вут-кăварсăр ирттерер

23 декабря 2009 г.

Çĕнĕ çул пуриншĕн те хаваслă уяв. Ватти-вĕтти пурте уява хатĕрленеççĕ: шкулсенче, ача сачĕсенче, тĕрлĕрен учрежденисенче капăр чăрăшсем лартаççĕ, хăтлă пÿлĕмсене илем кÿреççĕ.

Анчах та çак уяв туйăмĕсемпе пĕрлех пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен те манас марччĕ!

Чăрăша çирĕп никĕс, тĕрев çине вырнаçтармалла, анчах хутса ăшăтмалли приборсем, кăмакасем çывăхне лартма юрамасть. Чăрăш çине хутран касса кăларнă, мамăкран хатĕрленĕ теттесем, çуртасем, бенгаль çутисем çакма юрамасть, хыпса илес хăрушлăх пур. Енчен те вĕсене хатĕрлес пулсан ятарлă çунман шĕвекпе сапмалла. Гирляндăсене те пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса çакмалла.

Вут-çулăм тухнине асăрхасанах çийĕнчех пушар хуралне «01» номерпе, кĕсье телефонĕпе «112» номерпе шăнкăравламалла.

Тĕрлĕ учрежденинче Çĕнĕ çул ирттерес пулсан, малтанах ун çинчен пушар хуралĕн органĕсене пĕлтермелле. Пушар дружинисенчен хурал йĕркелемелле. Уяв иртекен пÿлĕмрен тухакан алăксем шалалла уçăлмалла мар. Вăл пÿлĕмре пушар сÿнтермелли хатĕрсем (огнетушительсем, витресем, хăйăр, шыв тата ытти те) çителĕклĕ пулмалла. Çĕнĕ çул уявĕ йĕркеллĕ ирттĕр тесен, малтанах хамăрăн пушара хирĕçле йĕркесене çирĕп пăхăнмалла, ун пек чухне вăл кăмăллă иртĕ.

А. АНДРЕЕВА, ВДПО инструкторĕ.

Н. СЕЛИВАНОВА, пушар хуралĕн инструкторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика