АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсен çитĕнĕвĕ

23 декабря 2009 г.

Шупашкарта Раççей Геройĕн Н.Гаврилов генерал-лейтенантăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ иртнĕ. Унта пирĕн ентешсем те хутшăннă. Çамрăксем хушшинче Шăнкăртамри И.Тараков (тренерĕ Ф.Чабатов) иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çак ăмăртура Шăнкăртамсем чăннипех хăйсен вăйĕпе тĕлĕнтернĕ.

А. Сунгатуллин 50 килограмлисем хушшинче иккĕмĕш, М. Налиба (Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ) 120 килограмлисем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Хĕрсем хушшинче Аслă Чементе çуралса ÿснĕ С.Миронская çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Первомайскинчи вăтам шкулта ХI класра вĕренекен А. Сидорова (тренерĕ М. Зейнетдинов) виççĕмĕш вырăна тухнă. А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика