26 декабря 2009 г.
Раштавăн 23-мĕшĕнче Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче Хăй тытăмлăх пуçлăхĕн кунне ирттерчĕç. Кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетмелли юлашки мероприятие район пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пычĕ. Унта ял тăрăх пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, тĕрлĕ шайри предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Ĕçлĕ ушкăна ял тăрăх пуçлăхĕ З. Салахутдинов кĕтсе илчĕ. Вăл ял тăрăхĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ, ял проблемисем пирки чарăнса тăчĕ. Вĕсенчен чи çивĕччисем –демографи лару-тăрăвĕ япăхланни, ял халăхĕ валли ĕç вырăнĕсем çукки.
Хăй тытăмлăх пуçлăхĕн кунĕ малтан Кзыл Чишмари культурăпа халăх пултарулăх творчествин аталану центрĕнче иртрĕ. Мероприятие хутшăннисем Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли» Çырăва сÿтсе яврĕç, ăна пурнăçа кĕрт-мелли тĕллевсене палăртрĕç, ырласа хăйсен шухăшĕсене каларĕç.
Кунтах район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем 2009 çула пĕтĕмлетсе отчетсем турĕç.
Ял тăрăх пуçлăхĕсемпе районти тĕрлĕ шайри ертÿ-çĕсен пĕрлехи мероприятинчех ĕç пенсине валоризацилес ыйтăва та хускатрĕç. Кун пирки РФ Пенси фончĕн Патăрьел районĕнчи управлени начальникĕн çумĕ И. Кузнецова тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.
Районти Хăй тытăмлăх пуçлăхĕн кунне хутшăннисен пĕр ушкăнĕ Кзыл Чишма ял тăрăхĕнчи модельлĕ библиотекăн, çыхăну уйрăмĕн, аптекăн, ветеринари участокĕн, врач офисĕн, шкулăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, иккĕ-мĕш ушкăн Красномайскинчи социаллă-культурăллă объектсен ĕçĕпе кăсăкланчĕ, «Колос» хуçалăхра пулчĕ.
Çавăн пекех ял халăхĕ те хăйсене пăшăрхантаракан чылай ыйтăва хускатрĕ.
– Йăлана кĕнĕ ырă меро-приятисене, халăхпа тĕл пулса уççăн калаçассине Çĕнĕ çулта та малалла тăсăпăр. 2010 çулта пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, йывăрлăхсене çĕнтерсе ĕçлемелле пултăр, – терĕ тĕл пулусенче тĕллев лартса район пуçлăхĕ Н. Глухов.
А. НИКОЛАЕВА.