26 декабря 2009 г.
Тинех кĕтсе илчĕç Патăрьелĕнче тĕнчери чи паллă спортсменкăсенчен пĕрне, пирĕн ентеше Ирина Калентьевăна (Ягуповăна). Асра юлмалли тĕл пулу Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче иртрĕ.
Малтанах тава тивĕçлĕ спорт мастерне, маунтинбайкăн кросс-кантри енĕпе 2009 çулхи тĕнче чемпионкине, 2007 çулхи Тĕнче Кубокĕн хуçине, Пекинри Олимпиадăн бронза призерне Ирина Калентьевăна район пуçлăхĕ Н. Глухов йышăнчĕ. Кунти ăш-пиллĕ калаçăва Ирина тренерĕ РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Краснов, В. Ярды ячĕллĕ спортшкул директорĕ В. Мулендеев, ЧР велоспорт федерацийĕн вице-президенчĕ А. Капитонов, ЧР йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕн вице-президенчĕ Н. Николаев хутшăнчĕç. Калаçура районти спорт аталанăвĕ, спортсменсен çитĕнĕвĕсем çинчен сăмах пычĕ.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче хаклă хăнасене районти вĕрентÿ учрежденийĕсен делегацийĕсем, спортсменсем, спорта ветеранĕсем, тренерсем кĕтсе илчĕç. Сăмах май каласан, Патăрьел районĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси çине яланах тимлĕ пăхнă. Район спортсменĕсем Чăваш Республикин, Раççей чысĕшĕн ăмăртса хăйсен ячĕсене ылтăн саспаллисемпе çырнă. Р. Камалетдинов, Р. Бикчурин, А. Деверинская, Ф. Краснова, А. Савельев, В. Мулендеев тата ытти вуншар ăста спортсмен Раççей, тĕнче шайне Патăрьел районĕнчен тухнă.
Культурăпа кану центрĕнче район пуçлăхĕ Н. Глухов пысăк сăмах каларĕ. Тĕпрен илсен, район ертÿçи çакна палăртрĕ:
– Паянхи çынна çăкăр, ĕненÿ çеç çителĕксĕр. Вăл ÿт-пÿ, кăмăл-сипет, ăс-тăн енĕпе те çÿллĕ шайра пуласшăн. Ку енĕпе физкультурăпа спорт витĕмлĕхĕ уйрăмах пысăк. Çавăнпа вĕсене аталантарассине республикăра та, районта та тимлĕ пăхаççĕ. Юлашки çулсенче çеç районта кучухнехи 2 спорт комплексĕ («Паттăр» тата «Олимп»), 3 стадион, 2 бассейн туса хута янă, спортзалсене, стадионсене юсасси, хоккей коробкисем тăвасси куллен пулса пырать. Вĕсемпе халăх анлăн усă курма тытăнчĕ. Çакна статистика кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Пирĕн район – паттăрсен енĕ. Паттăрсем район чысне çĕклеççĕ. Вĕсенчен пĕри – тĕнчене тĕлĕнтернĕ Ирина Калентьева. Мĕн чухлĕ вăй-хал, çирĕплĕх, паттăрлăх, кăмăл-сипетлĕх тапса тăрать унра! Çĕнтерÿсем килсех тăччăр. 2012 çулхи Олимпиадăра тата пысăкрах çитĕнÿсем сунатпăр сана, – терĕ Н. Глухов.
Ирина Николаевна Калентьева хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе питĕ сăпайлăн паллаштарчĕ. Ентешсене хăйне хисепленĕшĕн, пулăшса тăнăшăн тав турĕ. Хăйĕн малтанхи тренерне – халĕ ЧР тава тивĕçлĕ тренерне В. Афанасьева уйрăмах хисеплени çинчен пĕлтерчĕ. Унтан тĕл пулăва хутшăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Ирина тренерĕ В. Краснов велосипед спорчĕн маунтинбайк енĕпе ăмăртма, çÿллĕ тÿпемсене çĕнсе илме питех те йывăрри çинчен каларĕ. Шкул ачисене вара ытти предметсемпе пĕрлех ют çĕр-шыв чĕлхисене те тăрăшса вĕренме сĕнчĕ.
Патăрьелĕнчи 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсене хăнасем акăлчан чĕлхине мĕнле пĕлнине кунтах тĕрĕслесе пăхрĕç. Акăлчан чĕлхипе панă ыйтăвĕсене акăлчанла хурав илчĕç.
Тĕл пулăва хутшăннисем Ирина çĕнсе илнĕ медальсене кăсăкланса тытсах пăхрĕç, ăна малашне те ÿсĕмсем тума ырă сунчĕç.
Ирина Николаевна Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спортшкулне тĕнче чемпионкин майкине парнелерĕ: «Çĕнтерÿсемшĕн кĕрешме чĕнекен япала пултăр ку», – терĕ.
Патăрьел районĕнчен Олимп вăййисене хутшăннă пĕрремĕш çынпа – Ирина Николаевна Калентьевăпа тĕл пулни Патăрьелсен чĕринче чылайччен упранĕ, малашне те ÿсĕмлĕ ĕçлеме, ăмăртма хавхалантарĕ.
А. АЛЕКСЕЕВ.