26 декабря 2009 г.
Иртнĕ эрне Çĕнĕ çул умĕнхи чи сивĕ тапхăр пулчĕ темелле. Мухтав Турра, районта çак сăлтавпа производствăра, котельнăйсенче нимĕнле пăтăрмах та пулман. Анчах уйрăм çынсене илес пулсан, шартлама сивĕ йĕрсĕр хăварман. Хальхи вăхăтра районти тĕп больницăн травматологи уйрăмĕнче икĕ арçын сипленеççĕ. Пĕри – çамрăк, тепри – аслăрах çулсенче. Вĕсем шăпах хăйсен явапсăрлăхне, асăрханусăрлăхне пула питĕ сивĕ кунсенче алă-урине тăм илтернĕ.
Хĕл кунĕсем вăрăм-ха. Çакнашкал сивĕ кунсем тата çаврăнса килĕç-ха. Çавăнпа пурин те инкекрен сыхă пулмалла.