АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçе туллин пурнăçламалла

26 декабря 2009 г.

Район прокуратури «Управляющая компания «Уют» тулли мар яваплă пĕрлешĕве тĕрĕслерĕ. Çакăн тĕллевĕ – граждансен ыйтăвне тивĕçтермелли йĕркене мĕнле пăхăнни.

Тĕрĕслев «Уют» пĕрлешÿ нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнчи хытă тата шĕвĕ каяшсене илсе тухассипе çителĕксĕр ĕçленине кăтартрĕ.

Тĕслĕхрен, Патăрьелĕнчи Мичурин урамĕнчи 12-мĕш çурт патĕнчи çÿп-çап контейнерĕсем лăках тулнă. Çавна пула каяшсем йĕри-таврана сапаланнă, картиш çÿп-çап тăкмалли вырăна çаврăннă. Советски урамĕнчи 34-мĕш çурт патĕнче контейнер пачах лартман. Картиш кунта та çÿп-çап тăкмалли вырăн пулса тăнă.

Çÿлерех асăннă çуртсем патĕнче каяш тăкмалли шăтăксем туман. Çавăнпа картишсенче шĕвĕ каяш сарăлса, йывăр шăршă кăларать. Çак çуртсен туалечĕсем те тулса ларнă.

Йĕрке тăрăх, çуртсен таврашне тасатасси, çÿп-çапа тата шĕвĕ каяша илсе тухасси «Уют» компани тивĕçĕ. Анчах вăл нумай хваттерлĕ çуртсемпе килĕшÿ тунă пулсан та ăна пурнăçламасть, укçине вара тÿлеттерет.

«Уют» компани хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçламанни граждансен правине хĕсĕрлет.

Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх, район прокуратури район судне тавăç тăратрĕ. Суд граждансен коммуналлă ыйтăвĕсене тивĕçтерменшĕн компани ĕçне тивĕçлĕ хак парĕ.

Район прокуратури граждансен пурăнмалли çурт пирки калакан прависене мĕнле пурнăçланине малашне те сăнавра тытĕ.

Ю. ФУРАЖНИКОВ,

Патăрьел район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика