АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

26 декабря 2009 г.

Çамрăк калем ăстисем пуçтарăнчĕç И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче çамрăк журналистсен слечĕ иртрĕ. Çулсерен йĕркелекен конкурс пуçаруçисем – ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви тата ЧПУн журналистика факультечĕ.

Слета тĕрлĕ хаçат редакцийĕнче ĕçлекен, пултарулăх кружокĕсене çÿрекен тата çамрăк калем ăстисен «Çамрăксен сăмахĕ тата ĕçĕ» конкурсне хутшăннă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пухăнчĕç. Тупăшăва 90 ытла ĕç тăратнă. Пирĕн районтан çак конкурса икĕ шкул хутшăнма кăмăл тунă: Туçари çамрăк корреспондентсем кăларса тăракан «Чăваш тĕнчи» тата Ыхра Çырминчи «Шăнкăрав» хаçатсем.

Ыхра Çырми шкулĕнчи чи пултаруллă та хастар хаçат тусĕсем С. Кулакова вĕрентекенпе шартлама сивве пăхмасăр çак асăннă слетра пулса курчĕç. Журналистика факультечĕн преподавателĕсем «Пичет кăларăмĕсем», «Хаçат-журнал дизайнĕ», «Телекурав», «Фотожурналистика», «Интернет», «Вĕрентекенсен секцийĕ», «Социаллă реклама», «Çамрăксен кăларăмĕсем» тата ытти темăпа ирттернĕ тĕп пулăвĕсенче хăйсен ăсталăхне туптарĕç, çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç. Шупашкартан слета хутшăннă ачасем тулли кăмăлпа таврăнчĕç. А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика