АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен шурă эрех хакĕ 89 тенкĕрен пĕчĕк пулмасть

26 декабря 2009 г.

Шурă эрехĕн Раççейри чи пĕчĕк хакне рынока йĕркелесе пыракан федераллă службăн 2009 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнчи 17-мĕш номерлĕ приказĕпе çирĕплетнĕ. Вăл «Российская газета» хаçатра декабрĕн 16-мĕшĕнче пичетленнĕ, 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн магазинсенчи 0,5 литр шурă эрех хакĕ 89 тенкĕрен кая пулма пултараймасть.

Тĕрлĕ савăта тултарнине кура, эрех хакне 0,5 литрлипе шайлаштарса çирĕплетеççĕ. Ку ыйтупа нумай калаçнă пулсан та, эрехĕн чи пĕчĕк хакĕ çукчĕ.

Специалистсем каланă тăрăх, çак йышăну вăрттăн хатĕрленĕ эрех сутнипе кĕрешме май парать. Чи пĕчĕк хак шутне чи пĕчĕк курттăм хак (10:) тата ваккăн хак (15:) хушăнни кĕрет.

2010 çулта пĕр литр таса спиртшăн акциз калăпăшĕ 210 тенкĕ пулать. Заводран тухакан 0,5 литр шурă эрех хакĕ 70 тенкĕ, курттăмăн хак хушнипе 77 тенке çитет.

Эрехĕн чи пĕчĕк хакне туса хуни рынокран акциз тÿлемен эрехе «тасатма» пулăшать.

Алкоголь продукцине ваккăн сутакан организаци чи пĕчĕк хака пăхăнмасан лицензие чарса лартаççĕ е пачах туртса илеççĕ. Унсăр пуçне РФ Административлă право йĕркисене пăсни çинчен калакан Кодексĕпе килĕшÿллĕн штрафлаççĕ.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика