26 декабря 2009 г.
«Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану» фестиваль-конференци районти чи пултаруллă вĕренекенсене тата вĕсен наука ертÿçисене кăçалхипе 6-мĕш хут пуçтарчĕ. «Ют чĕлхесен» секцине, ытти çулсенчи пекех, нумай ача хутшăнма кăмăл турĕ. 2-мĕш тура комисси членĕсем 20 вĕренекен ĕçне кĕртрĕç. Акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи З. Чабатова тата вĕрентÿ пайĕнче ĕçлекен Г. Багаутдинова методист конференцие хутшăнакансене саламласа ăнăçу суннă хыççăн ачасем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарма пуçларĕç. «Чĕлхе пĕлĕвĕ» тата «Çĕр-шыв пĕлĕвĕ» секцисенче тупăшрĕç вĕсем.
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти А. Шерезданова «Акăлчан чĕлхин этимологийĕ» темăпа 1-мĕш вырăна тухрĕ (вĕрентекенĕ Э. Карягина). Арабсен Эмирачĕн çĕр-шывĕнчен куçса килнĕ Адель пурне те акăлчанла илемлĕ калаçнипе тыткăнларĕ. 2-мĕш вырăна тухнă Е. Кошелевăпа К. Аветисянăн (Аслă Чементи вăтам шкул) ĕçне те пысăк хак пачĕç комисси членĕсем. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти Д. Медведева (вĕрентекенĕ Ф. Югаметова) тата Первомайскинчи вăтам шкулти Р. Кузьмин (вĕрентекенĕ И. Матюшкина) 2-мĕш вырăнсене пайларĕç. Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкулти А. Шарягова (вĕрентекенĕ Л. Якушева) вара 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ.
«Çĕр-шыв пĕлĕвĕ» секцинче комисси членĕсем пĕр шухăшлă пулса Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти А. Тинюкова (вĕрентекенĕ Э. Карягина) 1-мĕш вырăна пама йышăнчĕç. Эвелина Арсентьевнăн тепĕр вĕренекенĕ А. Медведева тата Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти К. Митрофановăпа Е. Авинова (вĕрентекенĕ Т. Митрофанова) 2-мĕш пулчĕç. 3-мĕш вырăна вара 4 ĕç йышăнчĕ. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти И. Алимесовăпа Т. Данилова (Э.Карягина вĕренекенĕсем), 2-мĕш вăтам шкулти Э. Самакина (вĕрентекенĕ Т. Шукина), Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти С. Павлов (вĕрентекенĕ Е. Матросова) тата Треньелĕнчи А. Галкина (вĕрентекенĕ Г. Полякова) лайăх ĕçсем тăратнă. Мала тухнисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Н. КОШЕЛЕВА.