АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăх пысăк ачасен

26 декабря 2009 г.

Вут-кăварпа асăрханусăр пулни самантрах темиçе çул пуçтарнă пурлăха кĕле çавăрма пултарать. Çынсен пурнăçне те татать. Инкек-синкек ан пултăр тесен йĕркене пăхăнни кирлех. Пушар хăрушсăрлăхĕн ансат правилисене пĕлет-и-ха çитĕнекен ăру; Шăпах çак тĕллевпе ирттереççĕ те ĕнтĕ районти вĕрентÿ пайĕ, пушар инспекцийĕпе Патăрьелĕнчи ВДПО уйрăмĕ çулленхи конкурса.

Тăратмалли ĕçĕсем ансатах та мар. Тĕрлĕ жанрпа, ĕç хатĕрĕпе усă курса ăсталамалла вĕсене. Ачасен ÿркенменлĕхĕ, ăсталăхĕ, пултарулăхĕ иксĕлми çав. Тавракурăмĕ те анлă вĕсен. Тематики пуян. Çакна конкурса тăратнă ĕçсем çирĕплетеççĕ. Положенипе килĕ-шÿллĕн вĕсене икĕ номинаципе хакларĕ комисси. Вун тăватă çул тултаричченхи ачасен ÿкерчĕкĕсемпе малти вырăна Аслă Чементи вăтам шкулти Е.Зотова тухрĕ. Хăюллă ача инкеке лекнисене пушартан хăтарнине сăнланă вăл. Шăнкăртамри ача садĕнчи И.Юсупова та вут-кăвар мĕн патне илсе çитерессе аслисем каласа панă тăрăх пĕлет пулас. Унăн ĕçне лайăххисен шутне кĕртме май пулчĕ.

Вун тăватă çултан аслăраххисен тематики анлăрах. Шăнкăртамри пĕрре-мĕш вăтам шкулти Г.Калайбашева, Алманчăри вăтам шкулти А.Емельянова, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Н.Кувшинов пĕр-ремĕш-виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Декоративлă прикладной искусствăпа тăратнă ĕçсем те хак памалăх пур. Чăваш Ишекĕнчи тăваттăмĕш класс ачисем пушар машинин макетне тунă (ÿкерчĕкре). Ăна Д.Сорокин вĕренекен ячĕпе тăратнă. Комисси ĕçе пĕрремĕш вырăн пачĕ.

Кзыл Чишма шкулĕнчи виççĕмĕш класра вĕренекенсем те шăрпăк пĕрчинчен килти хуçалăха ăсталанă. Асăрханулăх çитменрен вут-çулăм тухнине сăнланă. Иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ ĕç. Сăкăтри вăтам шкулти А.Тинюков хуралтă çывăхне выльăх апачĕ хатĕрлеме юраманни çинчен асăрхаттарать. Утă капанĕ «çунма» пуçланине сăнланă вăл. Ĕç виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.

Аслисем хушшинче ку енĕпе тăратнă ĕçсем йышлă мар. Вĕсенчен пĕрре-мĕш вырăна Ыхра Çырминчи вăтам шкулти А. Воробьев, иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи професси училищинче вĕренекен А.Кириллов, виççĕмĕшне Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Ю.Мешков йышăнчĕç.

Мĕн палăртма пулать-ха; Конкурса Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Турханти, Аслă Чементи вăтам тата ытти хăш-пĕр шкулсенчи ĕçлекенсемпе вĕренекенсем вырăна хуни палăрать. Чылай ĕç тăратнă вĕсенчен. Анчах Тутар Сăкăтĕнчи, Çĕньялти вăтам, Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата ытти хăш-пĕр шкулсенчи вĕренекенсем темшĕн айккине тăрса юлма пăхнă.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика