26 декабря 2009 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта «Кĕçĕн классем валли интелектуаллă вăйă» районти олимпиада иртрĕ. Унта чăваш чĕлхипе тата литературипе Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти виççĕмĕш класри М. Шадирякова (вĕрентекенĕ О. Тукмакова) тата тăваттăмĕшĕнчи А. Шакеева (М. Быкова) çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.
Математикăпа çак шкулти В. Савдерова (вĕрентекенĕ О. Тукмакова), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн тăваттăмĕш класĕнче вĕренекен Н. Андреева (вĕрентекенĕ Е. Ресметова) палăрчĕç.
Вырăс чĕлхипе тата литературипе Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти В. Мулюковăпа (вĕрентекенĕ О. Тукмакова) Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти И. Захарова (вĕрентекенĕ Е. Ресметова) мала тухрĕç.
(Хамăр корр).