31 декабря 2009 г.
Çĕнĕ çул каç мĕн тăхăнмалла
Тум-тирте йăрăм-йăрăмлăх тĕп вырăнта пулмалла. Аксессуарсемпе илем кÿрекен япаласене çут çанталăк материалĕсенчен, чулĕсенчен суйламалла. Ылтăнран, кĕмĕлрен, пăхăртан, платинăран ытти металран ăсталанă çĕрĕсем, шăрçасем, сулăсем, хăлха çаккисем лайăхрах (анчах та икĕ тĕрлĕрен ытла мар). Тумтирте çут çанталăк материалĕсемпе – тирпе, мамăкпа, çĕр мамăкĕпе тата ытти те – илемлетнĕ эрешсем пулни мая килет.
Уяв сĕтелне мĕн лартмалла
2010 çула кĕтсе илнĕ май, сĕтел çине сарă, тĕксĕм хĕрлĕ тĕслĕ е йăрăм-йăрăмлă (икĕ тĕс) çуртасем лартмалла. Кирек мĕнле аш-какай та лартма юрать (аш çименнисем валли – сойăран, пăрçа йышши культурăсенчен хатĕрленĕ апатсем).
Кăмăлне тата Тигр метала çывăххине кура аш-какая шампурпа е гриль пулăшнипе хатĕрлесен аван: пĕрле çĕр улми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр е кишĕр хумалла. Ку вăл 1998 çулхи Тигра хисеплени пулать, мĕншĕн тесен унăн пурнăçĕ Çĕрпе çыхăннă пулнă. Ĕçмеллисем сарă, хĕрлĕ е янтарь тĕслĕ пулччăр. Уйрăмах апельсин, мандарин сĕткенĕсем кăмăла кайĕç Тигра. Уявра хăвна тата çывăх çынсене ытлашши черкке ĕçме ирĕк памалла мар, капла Тигрăн яланхи тăшманĕ – Упăтене çаврăнма пулать. Чи чаплă самантра музыка центр-не чармалла, ун вырăнне пĕччен е ушкăнпа юрлани аванрах. Апат-çимĕç тĕрлĕрен пултăр – çулталăк та тулăх килĕ. Сĕтеле пÿлĕм варрине лартсан лайăхрах, унăн варрине – сарă тĕслĕ улма-çырлаллă ваза. Енчен те вазăна «ылтăн» тата «кĕмĕл» ăçтиçуксем хурсан вăл тата тĕлĕнтерÿллĕрех курăнĕ.
Кил-çурта еплерех илемлетмелле
Пÿлĕмсене тата сĕтеле металран тунă япаласемпе илемлетмелле: кĕмĕл черккесем, тимĕрленĕ мăйрака (Тигра кÿрентернĕ Вăкăра çĕнтернĕ символ), тимĕрленĕ керамика. Чăрăша хамăр алăпа тунă теттесемпе илемлетни, вăрттăн ĕмĕт палăртни кăмăллă пулĕ.
Çĕнĕ çул – пурнăçри çĕнĕ тапхăр пуçламăшĕ. Çавăнпа та Çĕнĕ çула çĕнĕ тумпа кĕтсе илни ăнăçлăрах пулĕ.