АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисене – стипенди (Реализация Послания Президента ЧР Госсовету ЧР)

13 января 2010 г.

Чăваш Ен Президенчĕн Николай Федоровăн 2009 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнчи хушăвĕпе республикăри хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме пултарулăхри ăнтăлушăн стипенди пама йышăннă.

2010 çулта 1 пин каччăпа хĕр уйăхсерен 1830-шар тенкĕ илсе тăрĕ. Вĕсем çак чыса вĕренÿре, наукăра, бизнес проект тăвас енĕпе, техникăпа производствăра, спортра çитĕ-нÿсем тунăшăн тивĕçнĕ.

Сумлă стипендие илекенсем хушшинче пирĕн район çамрăкĕсем те пур. Алексей Адикин Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче, Евгения Кошелева Аслă Чементи вăтам шкулта, Екатерина Кошкинăпа Денис Кузнецов Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта, Анастасия Михайлова Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта, Нина Фомина Алманчăри вăтам шкулта вĕренеççĕ. Чулпан Вахитова – Тутар Сăкăт ял поселени-йĕнчи çамрăксен совечĕн ертÿçи, Ирина Евреева – Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕн уй-хир ĕçченĕ, Сергей Краснов – «Красное знамя» ял хуçалăх кооперативĕн механизаторĕ, Валентина Осипова – Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ, Татьяна Петрова – Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин уй-хир ĕçченĕ.

Президент стипендине тивĕçнисем хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ хăйсен пĕлĕвне тĕп хуламăрта малалла тăсакансем те пур. Хăшĕ-пĕрне асăнса хăварни те вырăнлă. Ирина Юманова (Треньел) Шупашкарти Олимп резервĕсем ха-тĕрлекен училищĕре, Оксана Майринăпа (Патăрьел) Алексий Козлов (Сител) И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Валентина Волкова (Патăрьел) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренеççĕ.

ЧР Президенчĕн стипендине 2002 çултанпа 7000 çамрăк тивĕçнĕ.

А. КОЗЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика