13 января 2010 г.
2009 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче «Авангард» хаçат «Кивĕ сăн ÿкерчĕк» ятпа конкурс ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Унăн тĕллевĕ Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче районти ял ĕçченĕсен ĕлĕкхи, хальхи ĕçĕ-хĕлне, йăли-йĕркине, фольклорне сыхласа хăварнине кăтартасси пулнăччĕ.
Тÿрех каламалла: конкурса хутшăнакансен йышĕ хăвăрт ÿссе пычĕ. Çынсем хăйсен кун-çулĕпе, тăван-пĕлĕшĕпе çыхăннă сăн ÿкерчĕксене куç шăрçи пек упраççĕ тесен те йăнăш мар. Аваллăхсăр малашлăх çук тенине кашниех ăша хывнă.
Конкурс комиссийĕ хаçатра пичетленсе тухнă сăн ÿкерчĕксене тĕплĕн тишкерчĕ. Палăртнă условисене пурнăçлама тăрăшнисен шутне çаксене кĕртрĕ: «Турханти садра ĕçлекенсен ушкăнĕ» (26.02), «Пăлаçи Атăкра кантăр çинче ĕçлекенсем» (28.02), «Первомайски районĕнчи ĕçченсем ВДНХ-ра» (04.03), «Путь Ленина» колхоз комбайнерĕсем уйра» (21.03), «Труд» (Карл Маркс яч.) колхоз утарĕнче» (28.03), «Анат Туçари А. Астраханцева» (25.04), «Рассвет» колхозри урпа уйĕнче» (20.05), «Ыхра Çырминчи ĕçченсем» (30.05), «Пÿрт-лĕре улăм купалаççĕ» (03.06), «Шăхачри «Березка» уявра» (12.09), «Упамса хĕрĕсем Питрав вăййинче (02.12).
Асăннă сăн ÿкерчĕксен хуçисен пĕр хут саламлани тÿлевсĕр пама ирĕк пур.
Çакна палăртмалла: конкурс условийĕсене тивĕçтерекен сăн ÿкерчĕксем сахалрах пулчĕç. Ытти темăсемпе вара нумайрах. Халăх кивĕрен те кивĕрех сăн ÿкерчĕксем илсе килме тăрăшрĕ. Вĕсен тематики питĕ анлă. Шкул, çар хĕсмечĕ, вăрçă, культура, тĕн ыйтăвĕсемпе питĕ нумай сăн ÿкерчĕк пухăнчĕ редакци папкинче. Çаксене шута илсе, редакци конкурса тепĕр çул та тăсма йышăнчĕ. 2010 çулта вĕсен темисем çакăн пек пулĕç: «Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул», «Учитель çулталăкĕ». 2009 çулта ку темăсемпе кĕнĕ тата пичетленнĕ ÿкерчĕксем 2010 çулхи конкурса та хутшăнаççĕ.
Конкурс вĕçленчĕ. Конкурс малаллах пырать. Упраса усранă, хăвăршăн хаклă сăн ÿкерчĕксене хаçатра пичетлеме сĕнме тăрăшăр. Хаçатра пичетленни пулас ăрусем валли те юлать-çке-ха.
А. АЛЕКСЕЕВ.