АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар вулавçăсем – пĕрремĕш формуляр хуçисем

13 января 2010 г.

Районти ача-пăча библиотеки хĕллехи каникул вăхăтĕнче те кĕнеке тусĕсене хапăл тунă. Хастар вулавçăсем пĕрремĕш формуляр хуçисем пулнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9-мĕш «б» класра вĕренекен М. Румянцева ячĕпе библиотека ĕçченĕсем кăçал пĕрремĕш формуляр уçнă. Ун хыççăнах вулавăша Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Я. Васюткина çырăннă. Марина ытларах историлле романсене кăмăллать. Яна вара фантастикăна, детективсене килĕштерет. Пĕрремĕш вулакансем иккĕшĕ те асăнмалăх парнене тивĕçнĕ.

Аслисенчен 2010 çулта чăн малтан вулавăша Н. Шадрикова пенсионерка çитнĕ. Нина Никифоровна ватлăхне пăхмасăр библиотекăпа çирĕп çыхăну тытать. Пенсионерка чăваш çыравçисене ытларах кăмăллать, «Тăван Атăл», «Ялав» журналсен кăларăмĕсене те сиктермесĕр вулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика