13 января 2010 г.
Вĕрентекен çулталăкĕнче районти Çырăнтару керменĕнче пуçласа Шăнкăртамри Ф. Шариповпа Г. Пуня çамрăк мăшăра çемье чăмăртанă ятпа саламланă. Кăрлачăн малтанхи вунăкунлăхĕнче çеç районта вун тăхăр каччăпа хĕр пĕрлешнĕ. Çемье пуçлăхĕсем пурте вырăнтисем, çĕнĕ кинсем вара аякран та пур. Муркаш, Шупашкар, Канаш районĕсенчи, Тутар республикинчи, Çĕпрел районĕнчи пикесем Юхма ен каччисене суйласа илнĕ.
Çĕнĕ çулта районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем Патăрьелĕнчи Ефремовсене вара çемьене тепĕр ывăл хутшăннă ятпа саламланă. Олег Николаевичпа Татьяна Геннадьевнăн аллисем çăмăл пулччăрах. Кăçалхи çул пĕлтĕрхинчен те ытларах ача çуралтăр.