АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Юрист çулталăкĕ-2009»

13 января 2010 г.

«Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ» Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ çапла пĕлтерет: 2009 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче ирттернĕ Пĕтĕмĕшле пуху тăрăх, Чăваш Республикинче «Юрист çулталăкĕ» регионти юридически преми йĕркеленĕ. Вăл (малалла – «Юрист çулталăкĕ» регион премийĕ) республикăри аслă квалификациллĕ юристсен тивĕçĕсене чысланине палăртать.

«Юрист çулталăкĕ-2009» регион премине илме тăратас енĕпе документсене 2009 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче йышăнма тытăннă.

Преми илме кандидатурăсене тăратас йĕркепе тата требованисемпе, çавăн пекех преми парас тĕп критерисемпе преми çинчен калакан Положенире паллаштарнă.

Преми илме Чăваш Республикин патшалăх тата общество деятелĕсем, патшалăх тата патшалăхăн мар организацисем, Чăваш Республикинчи общество пĕрлешĕвĕсем, Попечитель канашĕн тата Президиум членĕсем, Раççей Юрисчĕсен ассоциацийĕн правленийĕ хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем пичетленнĕ е урăх майпа халăха пĕлтернĕ наука тата урăх ĕçсене çыру мелĕпе тăратаççĕ. Хăш-пĕр материал регион премине пама тăратнă çынсен тивĕçне хаклать.

«Юрист çулталăкĕ-2009» преми илме кандидатсене çыру мелĕпе тăратнине тата вĕсен çумне хушнă материалсене Регион премийĕн канашне çак адреспа ярса памалла: 428000, Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 56-мĕш çурт (тĕксе тунă çурт), 401-мĕш пÿлĕм. Йышăну срокĕ – 2010 çулхи февралĕн 4-мĕшĕччен, 16 сехетчен. Тел. 62-89-87.

Положени требованийĕсемпе килĕшсе тăман материалсене пăхса тухмаççĕ.

Чăваш Республикинчи «Юрист çулталăкĕ» регион премийĕ çинчен калакан Положенипе çак сайтсенче паллашма пулать: http:ŸŸwww.minjust21.ruŸpologhenie unsta goda; http: ŸŸ gov. сap.ruŸhierarhy.asp;page ç Ÿ23Ÿ1175Ÿ44086Ÿ346374.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика