13 января 2010 г.
Раççей прокуратурине I Петĕр патша Указĕпе 1722 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Патăрьел районĕн прокуратури Раççей Федерацийĕн прокуратура органĕсен тытăмĕн пĕр пайĕ пулса тăрать. Ăна юстицин аслă советникĕ Ю. Фуражников ертсе пырать. Прокурор çумĕнче 1-мĕш класлă юрист В. Ягудин, прокурорăн аслă пулăшуçинче юстицин кĕçĕн советникĕ В. Путяков, прокурор пулăшуçинче 3-мĕш класлă юрист Е. Иванова тăрăшаççĕ. Н. Ляллина аслă специалист, Н. Бородкин водитель, В. Думилина уборщица-курьер – ĕç коллективĕн уйрăлми пайĕ.
Оперативлă ĕçченсем тăваттăн пулсан та, Патăрьел районĕн прокуратури граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене, саккунлă интересĕсене хÿтĕлес енĕпе саккунлăх хуралĕнче шанчăклă тăрать, преступлени тунăшăн айăпланма тивĕçлисене патшалăх енчен уголовлă йĕрлет, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене сăнавра тытать, следстви витĕмĕнче тăракансен, арестленисен прависене хÿтĕлет. 2009 çулта саккунсăр тытса чарнисем тата уголовлă йĕркепе айăпланисем пулман.
Прокуратура хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки район халăхне массăллă информаци хатĕрĕ – «Авангард» хаçат пулăшнипе паллаштарса тăрать, халăха право ыйтăвĕсене тарăнрах пĕлме пулăшать.
2009 çулта прокуратура саккунсене пăснă 1247 тĕслĕхе тупса палăртнă. Саккунсăр 182 право актне протестленĕ, 355 представлени ярса панă, тĕрлĕ организацири должноçри 311 çынна дисциплина енĕпе айăпланă, 114 ертÿ-çĕне саккуна пăхăнмалли пирки аса илтернĕ. Район прокурорĕ административлă право йĕркине пăснă 103 тĕслĕх пирки ĕç пуçарнă.
2009 çулта прокуратура районти судсене 3578 пин тенкĕлĕх тавăç тăратнă.
2009 çулта патшалăх социаллă инфратытăма аталантарас, вĕрентÿ, пурăнмалли вырăн, сывлăх, АПК аталанăвĕ енĕпе наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе малалла ĕçлерĕ. Район прокуратури те вĕсенчен айккине тăрса юлмарĕ. Ку енĕпе 76 хутчен саккунсене пăснине палăртнă, 18 протест, 28 представлени ярса панă, суда пĕр тавăç тăратнă.
Кризис тапхăрĕнче граждансен ĕçлев прависене хÿтĕлессине тимлĕ пăхатпăр. Çынсене саккунсăр ĕçрен хăтарнă, шалу, ача-пăча пособийĕ, тĕрлĕ тÿлев паман тĕс-лĕхсем пирки çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр. 2009 çулта тĕрлĕ предприятире ĕçлекенсен ыйтăвĕпе районти судсене 1286 пин тенке яхăнлăх 347 тавăç тăратнă. Предприяти, организаци тата учрежденисен ертÿçисен 25 саккунсăр йышăнăвне пăрахăçлаттарнă. 16 ĕç паракана административлă майпа айăпласа штрафланă, 27 представлени ярса панă, 11 ĕç паракана саккунсене пурнăçламалли пирки аса илтернĕ.
Прокуратура дознанипе следстви органĕсене те сăнавра тытать. 2009 çулта Патăрьел районĕнчи шалĕçпайĕн начальникне 18 представлени панă, вĕсенчен 9-шĕ следствипе дознани ыйтăвĕпе, 9-шĕ – преступленисене шута илессипе. Прокурор представленийĕсем тăрăх шалĕçпайĕн 19 должноçри çыннине дисциплина енĕпе айăпланă.
Çÿлерех асăннă ĕçпе прокуратурăн коррупцие хирĕçле ĕçĕ тачă çыхăннă. Прокуратурăна районти хăйтытăмлăхăн, ял поселенийĕсен право акчĕсене уйăхсерен çитереççĕ. 2009 çулта коррупци палăрăмлă 15 право актне тупса палăртнă. Коррупцие хирĕçле саккунсене пăснă пирки 47 представлени ярса панă, 6 уголовлă ĕç пуçарнă.
2009 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен прокуратурăна хушма тивĕç пачĕç: ку вăл – пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсене планпа палăртмасăр тĕрĕслессине прокуратурăпа килĕшсе ирттересси. 2009 çулта ку енĕпе прокуратурăна 4 ыйту кĕчĕ. Вĕсене вăхăтра татса панă.
Район прокуратури граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене, саккунлă интересĕсене малашне та шанчăклă хÿтĕлĕ. Саккунсене пăсма никама та ирĕк паман.
Ю. ФУРАЖНИКОВ,
Патăрьел районĕн
прокурорĕ.