13 января 2010 г.
Иртнĕ çул вĕçĕнче районти ют чĕлхепе вĕрентекенсем черетлĕ семинара Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкула пуçтарăнчĕç. Хальхинче вăл «Цифрăлла вĕрентÿ ресурсĕсем» темăпа иртрĕ. Малтанах вĕрентекенсем уçă уроксенче пулчĕç. З. Чабатова тăваттăмĕшсемпе компьютер технологийĕпе усă курнă урок çÿллĕ шайра иртрĕ. Э. Карягина 10-мĕш класра ачасене ушкăнсем çине пайласа ĕçлеттерчĕ. «Тавралăха сыхлар» темăпа йĕркеленĕ урок хальхи пурнăçпа килĕшсе тăнине палăртрĕç итлеме пынисем. Урока Эвелина Арсентьевна кăçал хăй Англире пулнипе çыхăнтарчĕ.
Л. Волкова улттăмĕшсемпе чĕр чунсен тĕнчинче пулчĕ. Вĕрентекенсем унăн урокне те ырларĕç.
Ф. Югаметова çиччĕмĕшсене акăлчанла калаçакан çĕр-шывсене «экскурсие» илсе кайрĕ. Ачасем предмета лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç.
Т. Наумова 3-мĕш класра вăйă формипе ирттерчĕ урока.
Уçă уроксем хыççăн пурте акт залне пуçтарăнчĕç, 2-мĕш класра вĕренекен чи маттур ачасен саспаллисен утренникне курса киленчĕç.
Шкул директорĕ В. Солдатов акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен вĕренекенĕсем яланах предметпа олимпиадăсенче, конференцисенче мала тухнине палăртрĕ.
Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен ялĕ.