13 января 2010 г.
«Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнче сывлăха çирĕплетме тивĕçлĕ условисем çителĕклĕ. Мĕнле кăна спорт секцийĕсем ĕçлемеççĕ пулĕ кунта! Сăмахран, шывра ишессипе, волейболла выляссипе, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, аэробика, каратэ кĕрешĕвĕпе. Ку секцисене квалификациллĕ тренерсем ертсе пыраççĕ. Çак сывлăх çуртне район халăхĕ тата шкул ачисем хаваспах çÿреççĕ. Шкул ачисене шывра ишме вĕренме ятарлă автобуспа илсе килсе каяççĕ. Тренировкăсенче тар кăларса «асапланнă» хыççăн, саунăна кĕрсе, хĕртĕнсе, çăвăнса тасални мĕне тăрать! Ку сывлăха çирĕплетес ĕçре уйрăмах вырăнлă.
Кунта активлă канмалли залсем те пур: шашка-шахматла, сĕтел çи пинг-понгла, бильярдла выля, тĕрлĕ тренажерсемпе çан-çурăма, алă-урана çирĕплет тата ытти те.
Комплекс икĕ çул тултарнă кунсенче ял тăрăхĕсен командисем шахматла выляссипе ăмăртрĕç. Тĕл пулусем интереслĕ те çивĕч иртрĕç. Командăра виçĕ арçынпа пĕр хĕрарăм. Шăпа янă тăрăх, вĕсем пĕр-пĕринпе выляса очкосем пуçтарса пĕрремĕш вырăншăн тупăшрĕç. Чи нумай очко пуçтарса пĕрремĕш вырăна Тăрăн ял тăрăхĕн команди тухрĕ. Команда чысне В. Марков, В. Кондратьев, С. Тарасов, М. Паймина хÿтĕлерĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Патăрьел ял тăрăхĕн, виççĕмĕшĕнче Тутар Сăкăт ял тăрăхĕн командисем.
Шахматистсене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов тата районти шашка-шахмат федерацийĕн президенчĕ Н. Федоров ятарлă дипломсемпе, укçан парнепе саламласа хавхалантарчĕç.
В. БОРОДКИН.