13 января 2010 г.
Чÿрече каррисем чăлт шурă. Кашни кантăкран урамалла ытарайми илемлĕ чечексем йăлкăшса пăхаççĕ. Чĕкеç йăви пек çавăрнă çак кермен пек çуртра таса та тирпейлĕ çынсем пурăннине аякранах сисетĕн. Шала кĕме чун туртать. “Чечек пур çĕрте пылĕ те пур”, – тенĕ ваттисем. Паллах, ку сăмаха юптарса каланă-ха. Кашни çыннăн хăйне кура телейĕ, хăйне кура хуйхи-суйхи. Тÿп-тÿрĕ те тикĕс çулпа çеç кусмасть-çке пурнăç урапи. Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче кун кунлакан Зоя Сергеевна Короткован савăнмалли мĕн ачаранах нумай пулман.
1937 çулта Турханти Сергей Ивановичпа Матрена Ивановна Кушмановсен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ больницăра тухтăр пулнă. Анчах ашшĕн юратăвне лайăххăн туйма та ĕлкĕреймен вăл , хĕр ача виççĕре чухне çĕре кĕнĕ. Амăшĕ улттăри ывăлĕпе, пĕчĕк хĕрĕпе тăрса юлнă. Каярахпа амăшĕ тепре качча тухнă. Тата ачасем çуралнă. Çапла улттăн пĕр тăван пулса тăнă.
– Мĕн калăн, ансат марччĕ. Вăрçă вăхăтĕнче , ун хыççăн та йывăрлăхсем чылай пулнă-çке. Çавăнпа çамрăклах ĕçе кÿлĕнме тиврĕ. Вунулттăрах Турхан больницине вырнаçрăм, - иртнине аса илсе ассăн сывлать Зоя Сергеевна.
Тирпейлÿçĕ те, санитарка та пулнă хĕр. Вуттине те вăрмантан хăйсемех касса турттарнă, вакланă, кăмакине çĕрĕн- кунĕн хутнă. Çапах çăмăллине шыраман, ах, ку килĕшмест, урăх çĕре куçас темен. Мĕн хушнине, каланине яланах тунă.
Кĕçех анис улма пек чипер, маттур хĕре Вăрманхĕрри Шăхаль каччи Александр Кириллович асăрханă. Туслăх юратăва куçнă. 1957 çулта вĕсем пĕр çемье чăмăртанă. Çĕнĕ кинĕн кÿршĕ яла ĕçе çÿреме тивнĕ. Çулĕ çывăхах мар, ăна кĕскетес тесе тÿрреммĕн – вăрман, хир урлă сукмак хывнă. Хĕлле – йĕлтĕрпе, çулла – çуран е велосипедпа. Пилĕк ачаллă пулсан та юратнă ĕçĕнчен уйрăлман. Ир-ирех тăрса кăмака хутса , яшка пĕçерсе, выльăх-чĕрлĕхне пăхса тирпейлесе çичĕ çухрăмри яла васканă. Утнă çĕрте утнă, чупнă çĕрте чупнă. 38 çул çапла çÿренĕ. Çав вăхăтрах больницăра ирттерекен мероприятисене те хастар хутшăннă. Хорта юрланă, спортсменка та пулнă. Çуран, йĕлтĕрпе чупса районти ăмăртусенче больница чысне хÿтĕленĕ. Кунти ĕç стажĕ- 40 çул.
Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Зоя Сергеевна «Труд» хуçалăхра тата вунă çул ĕçленĕ. Бригадăра вăй хунă.
Александр Кириллович та мăшăрĕ пекех ĕçчен. Ăста платник-столяр. Вăрман та каснă. Хуçалăхри строительство бригадинче, фермăра ĕçленĕ.
Йышлă çемьеллĕ пулин те Зоя Сергеевнăпа Александр Кириллович ачисене пĕлÿ пама тăрăшнă. Кашниех ăслă- тăнлă, ĕçчен те маттур. Пурте хăйсен çулĕсене суйласа илнĕ. Асли– Коля Тюмень облаçĕнче, адвокат; Галя кÿршĕ яла качча тухнă, бухгалтер. Сергей Шупашкарта тĕпленнĕ, водитель. Геннадий Тюмень облаçĕнче шалти ĕçсен уйрăмĕнче уголовнăй шырав пайĕнче вăй хурать, майор. Александр – милици лейтенанчĕ. Мăшăрĕсем те кăмăллăскерсем. Тăван киле килсех çÿреççĕ, ашшĕ-амăшне манмаççĕ.
Коротковсен çемйине ялта хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Ватăсем ĕçкĕ- çикĕпе иртĕхмеççĕ, выльăх- чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Юлашки çулсенче, чăнах та, Александр Кириллович сывлăх енчен самаях йăшнă. Зоя Сергеевна вара çав-çавах чĕп- чĕрĕ, вăр- вар. Мăшăрне пăхма та, çăкăр пĕçерме те, çынсем патне пулăшма кайма та ĕлкĕрет. Утса мар, чупса çÿрет. Велосипедпа туххăмрах Турхана хĕрĕ патне кайса килет. Пушă чухне алса- чăлха çыхать, тĕрлет, çуллапа кĕркунне вăрманта кăмпа- çырла пуçтарать. Пĕрре те ахаль ларма юратмасть.
Зоя Сергеевна хăйĕн пурнăçĕ, ĕçĕ- хĕлĕ çинчен каласа панине итленĕ май пуçран пĕр шухăш тухмарĕ: «Ăçтан вăй-хал çитерет-ха çак çиелтен пăхсан ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман хĕрарăм; Мĕнле вăх-хал тапса тăрать унра;”
Шăпах çакăн пек ăш-пиллĕ çынсем пуртан çут тĕнче илемлĕ çав ĕнтĕ.
В. МАЛЬЦЕВА.