АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш строителĕсен çитĕнĕвĕ

16 января 2010 г.

Мускавран савăнăçлă хыпар çитнĕ: РФ Правительствин агропромышленность ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ «Ялăн 2010 çулчченхи социаллă пурнăç аталанăвĕ» тĕллевлĕ программа епле пурнăçланнине пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Ен 2003-2009 çулсенче ялсенче çурт-йĕр тăвассипе регионсен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă. Çичĕ çулта 2059 пин тăваткал метр çурт хута янă (Тутарстанран 3,6 хут нумайрах!). Чăваш строителĕсем Пушкăртстана, Белгородпа Оренбург облаçĕсене самай кая хăварнă.

Пирĕн республика çут çанталăк газĕ кĕртессипе те малта. 2003-2009 çулсенче 6607,4 километр газ пăрăхĕ хывнă (Мускав облаçĕнчен 3,7 хут ытларах!). Тамбов, Оренбург облаçĕсен, Пушкăрт Республикин кăтартă-вĕсем чылай пĕчĕк: 3615,9; 3147,1; 1911,6.

Вырăнта шыв пăрăхĕ хывассипе – тăваттăмĕш вырăнта. Чăваш Енрен Тутарстан, Саха (Якути) тата Пушкăртстан çеç иртме пултарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика