16 января 2010 г.
Февралĕн 18-19-мĕшĕсенче Шупашкарта «Çĕр улми – 2010» курав ирттерме палăртнă. Унăн тĕллевĕ – малта пыракан опыта анлăрах сарасси, «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерес тата тирпейлес ĕçри çĕнĕ технологисемпе, сортсемпе, селекци çитĕнĕвĕсемпе, оборудованипе паллаштарасси.
Курава хутшăнасси пирки пĕлтернисем Пушкăртстанпа Тутарстанран, Чулхула облаçĕнчен, Санкт-Петербургран, Мускавран килнĕ те ĕнтĕ. Чăваш Ен чысне Муркаш, Комсомольски, Вăрнар районĕсенчи çĕр улми ăстисем хÿтĕлĕç.