16 января 2010 г.
Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пĕлтĕр 110 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак хушăра вăл 18 пин ытла вĕренекене – пулас министрсене, ученăйсене, учительсене, поэт-писателе, журналистсене, производство ертÿçисене, врачсене, музыкантсене, юристсене, предпринимательсене, çĕр ĕçченĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шкул хăйĕн орденоносецĕсемпе, медалисчĕсемпе, паллă спортсменĕсемпе, тава тивĕçлĕ деятелĕсемпе чăннипех те мухтанма пултарать.
Вĕрентÿ ĕçне паян информаци технологийĕсĕр кирлĕ шайра йĕркелеме çук. Çакна тĕпе хурса кашни класах компьютерсем вырнаçтарнă. Çав шутра кĕçĕннисем патĕнче те. Унта караоке те пур.
Тăхтав вăхăтĕнче усăллă канма пултарччăр тесе акт залне телевизор, музыка центрĕ, видеомагнитофон лартса панă. Кунтах теннис сĕтелĕ, шашка-шахмат та пур. Çÿлти хутри коридорта хаçат-журналпа, çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма пулать.
Спортзалран ача-пăча татăлмасть. Çамрăк спортсменсем тĕрлĕ секцине çÿреççĕ, район, республика шайĕнчи ăмăртусенче призлă вырăнсем йышăнаççĕ. Уйрăмах баскетболла, шашка-шахматла, теннисла выляссипе, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе маттур. А. Сеприхановпа А. Марков кĕрешÿçĕсем Атăлçи федераллă округри спартакиадăра призлă вырăн йышăннă.
Каçхине спортзалра ял çамрăкĕсем тренировка тăваççĕ.
Шкулта 108 ача ăс пухать. Вĕсене 13 учитель вĕрентет. Кашниех тивĕçлĕ пĕлÿллĕ, опытлă. Пĕри аслă, çиччĕшĕ пĕрремĕш, ыттисем иккĕмĕш категориллĕ. Вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те çирĕп пĕлÿсĕр, информаципе çыхăну технологийĕсĕр малалла утма çуккине лайăх ăнланаççĕ. Ачасенчен 13-шĕ «5», 40-ĕн ытла «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Кашниех «Чи лайăх класс коллективĕ», «Çулталăкри чи лайăх вĕренекен» конкурссенче çĕнтерессишĕн ăнтăлать. «Ăраскал» ача-пăча организацийĕ пуçарнипе тĕрлĕ мероприяти иртет. Аннесен кунĕнче амăшĕсемпе ачисем хушшинче конкурс пулнă. Марина Карягина поэтессăн, тележурналист-кăн сăввисене пăхмасăр калас-сипе ăмăртнă. Кĕçĕн çулхисенчен К. Козлова, А. Арланов, М. Егорова, аслăраххисенчен А. Салмина, А. Маркова, К. Салмина, А. Белкова çĕнтернĕ. Малашне Кивĕ Ахпÿртсем çак конкурса район шайĕнчех йĕркелесшĕн.
Шкул ĕç-хĕлне Чăваш телевиденийĕ те çутатсах тăрать.
Пĕлÿ çуртĕнче ачасене пур енлĕн аталанма майсем çителĕклĕ. Юнашарах ял библиотеки, инçех мар – культурăпа кану центрĕ. Çапах шкул ертÿçи О. Рыбкинан чунĕ лăпкă мар. Мĕншĕн;
– Шкул – ял управçи тетпĕр. Ачасене тăван яла, тавралăха юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтаратпăр. Шкул музейĕ тĕрлĕ экспонатпа пуян. Ял аваллăхĕ, унăн мухтавлă çыннисем пирки те ачасем кунтах ăша хываççĕ. Темшĕн хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ çакна ăнланасшăн мар. Тĕпренчĕкĕсене кĕçĕн класранах ялтан пистереççĕ, район центрĕнчи шкулсене яма тăрăшаççĕ. Паян пирĕн пата çÿремелли чылай ача Патăрьелне каять. Çывăхра шкул пур чухне мĕншĕн тăхăр класс таран кунтах вĕрентмелле мар-ха; Учительсене хурлас килмест, ĕçлес тесех ĕçлеççĕ. Паянхи шкул кăмăл-сипете, сапăрлăха аталантаракан учреждени пулмаллине лайăх ăнланаççĕ, предмета çеç мар, пурнăçа вĕрентессишĕн тимлеççĕ, – пăшăрханса калаçрĕ Ольга Николаевна.
Директора та ăнланма пулать. Ачасем сахалланнине пула пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен шучĕ çулсерен чакса пынă вăхăтра ку ыйту чăннипех те çивĕч. Шкул шăпи учительсене çеç мар, ашшĕ-амăшне те хумхантарма тивĕç, мĕншĕн тесен вĕсем те çакăнтан вĕренсе тухса çын пулнă.
В. МАЛЬЦЕВА.