АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пуçтарăннине мĕн çитет

20 января 2010 г.

Шăп та лăп ыран чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» кун çути курнăранпа 104 çул çитет. Унтанпа пĕр ĕмĕр урлă каçрĕ пулин те Чăваш пичечĕн кунĕ çамрăк-ха. Ăна ЧР Президенчĕн 2000 çулхи указĕпе январь уйăхĕнчи виççĕмĕш вырсарникун паллă тума йышăннă.

Иртнĕ шăматкун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне журналистсемпе полиграфистсем Раççей тата Чăваш пичечĕн уявĕсен кĕрекине пуçтарăнчĕç. Савăнăçлă бала Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕн министрĕ Р. Лизакова салам сăмахĕ каласа уç-рĕ.Сумлă мероприятие Чăваш Ен Президенчĕ Н. Федоров хутшăнчĕ, уявсемпе саламланă май патшалăх наградисем пачĕ. Президент республика, район хаçачĕсен вулаканĕсем чакманни, пĕлтĕр Чăваш наци радиовĕ ĕçлеме пикенни пысăк çитĕнÿ тесе палăртрĕ.

Паян Чăваш Енре 400-е яхăн массăллă информаци хатĕрĕ (пысăк пайĕ – пичет кăларăмĕсем) ĕçлет.

Пĕлтĕр 12 район редакцийĕ автономиллĕ учреждени пулса тăнă. Вăл шутра – «Авангард» хаçат та.

Журналистсене Чăваш патшалăх филармонийĕпе Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика