20 января 2010 г.
Çак кунсенче районти шалти ĕçсен па-йĕнче йĕрке хуралĕнчи иртнĕ çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ, унăн ĕçне хак панă. Итоглă канашлăва республикăри Шалти ĕçсен министерствин обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальник çумĕ П. Федоров, район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай пуçлăхĕ М. Калмыков, ветерансен канашĕн председателĕ А. Якимов, подразделени пуçлăхĕсем хутшăннă. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Н. Ванин иртнĕ çулхи оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет туса панă, Çĕнĕ çулта район милицийĕ преступлени тăвассине чакарас, право йĕркине пăхăнтарассипе профилактика ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пырас тĕлĕшпе пурнăçламалли задачăсене çивĕчлетнĕ.
Пĕлтĕр районта преступлени тунă 309 тĕслĕх палăртнă. Маларахри çулпа танлаштарсан вĕсен шучĕ 7,3 процент ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле илсен çакă экономика преступленийĕсем ÿснипе çыхăннă. Преступленисен 91,5 процентне уçса панă.
Ытти çулсенчи пекех «хура ĕçсен» ытларах пайĕ, 35,5 проценчĕ, ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă.
Çулталăк тăршшĕпе обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ административлă право йĕркине пăхăнманнисене чылай тупса палăртнă. Мĕн пурĕ 13147 çынна çак сăлтавпа айăпланă. Ку вăл районта пурăнакан халăхăн виçĕ пайĕнчен пĕри темелле.
Иртнĕ çулхи кăтартусенчен уйрăмах аварисен шучĕ пысăкланса пыни пăшăрхантарать. Ку ыйтăва канашлура та çи-вĕчлетнĕ. Виçĕмçулхипе танлаштарсан та пĕлтĕр çул çинче водительсем асăрханманнипе, йĕркене пăхăнманнипе пулнă инкексем вăтăр процент ытларах. Çавăнпа та ГИБДД сотрудникĕсен çул çинчи йĕркелĕхшĕн кăçал ĕçе пушшех те вăйлатма тивĕ.
А. НИКОЛАЕВА.