20 января 2010 г.
Районти пушар хуралĕн ĕçченĕсемшĕн Тигр çулталăкĕ питĕ канăçсăр пуçланнă. Кăрлачăн 4-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи Р. Ялалетдиновсен хуçалăхĕнче газ плитипе асăрханусăр пулнăран пурăнакан çурчĕ вут-кăварпа йăлтах сиенленнĕ. Туххăмрах 180 пин тенкĕлĕх пурлăх юрăхсăра тухнă. Инкеке çăмăллатма, тăкака саплаштарма кил-çуртне страхламан та.
Январĕн 10-мĕшĕнче Çĕнĕ Ахпÿртри Н. Алемесовсен мунчине вут хыпнă. Сăлтавĕ – мунча кăмакине ытлашши хĕртсе яричченех хутни. Тепĕр икĕ кунтанах вара Сăкăтра вут-кăварпа çыхăннă инкек ял халăхне шарт сиктернĕ. Пушарта харăсах икĕ хуçалăх çунса сиенленнĕ. Электролинири кĕске замыкание пула малтанах Лукинсен хуралтинчен çулăм тухса çурт-йĕре юрăхсăра кăларнă. Вăрăм алăллă вут алхасса Каленовсен хуралтисене ярса илнĕ, çуртне те сиенленĕ. Çавăнпа та районти пушар хуралĕ вут-кăварпа питĕ асăрхануллă пулма ыйтать.