АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киввисене упрасчĕ, çĕннисене туянасчĕ

20 января 2010 г.

Ял хуçалăхĕнче техника пысăк вырăн йышăнать. Ăçта машинăпа трактор паркне çĕнетессипе тимлеççĕ, унта ака та, вырма та пахалăхлă иртет. Шел пулин те, ял хуçалăх техникине туянасси йывăрпа пулса пырать. Продукци йÿнни, чылай чухне туянакансем те çукки, çав вăхăтрах çунтармалли-сĕрмелли материалсем, тракторсемпе автомашинăсем, кăкарса çÿремелли хатĕрсем çулленех хакланни хресчене чăрмав кÿрет.

Паяна АПК предприятийĕсенче пурĕ 315 трактор тата тĕш тырă пухакан 85 комбайн шутланса тăрать. 2000 çулта, шăпах 10 çул каялла, вĕсен хисепĕ 621 тата 168 пулнă. Халь усă кураканнисенчен çурри ытларахăшĕн амортизаци вăхăчĕ тахçанах тухнă. Пĕр тракторăн – 64 гектартан пуçласа 120 гектар таран, комбайнăн 120-рен пуçласа 211 гектар таран ĕçлеме тивет.

Пĕлтĕр 85 миллион тенкĕ ытлалăх 60 единица техника туянма палăртнă, 48 миллион тенке яхăнлăх 31 ял хуçалăх техники илнĕ. Кредитпа усă курса 23 единица (44 миллион тенке яхăнлăх), хуçалăхсем хăйсен вăйĕпе 8 единица (4 миллион тенке яхăнлăх) техника туяннă. Çапла майпа пĕлтĕр 5 трактор, тĕш тырă пухакан 4 комбайн, çĕр улми пуçтаракан 3 комбайн, çĕр улмине сортлакан 2 хатĕр, 1 автомашина тата ытти кăкарса çÿремелли ял хуçалăх техники хутшăннă. Кусемсĕр пуçне фермер тата уйрăм хуçалăхсем 20 миллион тенкĕ ытлалăх 64 единица ял хуçалăх техники илнĕ.

– Кăçал 28 миллион тенкĕ ытлалăх 19 техника туянма палăртнă. Техника паркне çителĕклĕ чухлĕ çĕнетес тесен ку çулта кăна 100 миллион тенкĕрен кая мар трактор-машина илмелле, – терĕ кăтартусемпе паллаштарнă май И. Васильев, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай инженерĕ. – Малалла та çаплах чакса пырсан, 2012 çул тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче «хурçă ут» – 165, «уй-хир карапĕсем» 68 единица çеç тăрса юлма пултараççĕ.

АПК предприятийĕсенче техника сахалланать пулсан, фермер хуçалăхĕсенче тата уйрăм çынсенче трактор-машина шучĕ нумайланса пырать. Кăна тĕслĕхсемпе те çирĕплетме май пур. 2000 çулта тракторсем, мотоблоксем – 319, комбайн пĕрре пулнă. 2009 çулта вĕсен йышĕ 520 тата 17 çитнĕ. Çавăн пекех культиваторсемпе сеялкăсен, косилкăсен, плугсен тата ытти кăкарса çÿремелли хатĕрсен кăтартăвĕ 10 çул каяллахипе танлаштарсан 5-60 хут ÿснĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче тепĕр çивĕч ыйту – кадрсем сахалли. Трактор-машина шучĕ чаксан та механизаторсем çителĕксĕр. Çур аки ирттерме 336 çынран кая кирлĕ мар, штатра 259 кăна. Вырма вăхăтĕнче 435 ĕç алли пулмалла, вĕсенчен комбайнерсем – 92. Яваплă тапхăра 317-ĕн çеç, «уй-хир карап» хуçисем 58-ăн хутшăннă. Малалла вăй хуракансен йышĕ тата чакма пултарать. Çамрăксем кивĕ техникăпа тата сахал шалупа ĕçлеме килĕшменни каламасăрах паллă.

Халь 15-20 çул каялла ял хуçалăхĕнче усă курнă мелсемпе тăрăшма çук. Техника кивелни, кадрсем çитменни çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме, хăватлă трактор-комбайна хире кăларма ыйтать. Ку ыйтупа районта ĕçлеме пикеннĕ. Малта пыракан хуçалăхсенче укçа-тенке перекетлеме май паракан техникăпа 2006 çултанпах усă кураççĕ. «Дон-1500Б», «Класс-Медион» йышши комбайнсен, МТЗ-1221 тракторсен шучĕ çуллен ÿссе пырсан, техника, кадр ыйтăвĕ те çивĕч пулмĕччĕ. Хальлĕхе вара мĕн пуррисене упраса çăкăр çитĕнтермелле. О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика