20 января 2010 г.
Прибалтика фрончĕсенчи çарсем нумайччен çапăçнă хыççăн Литва урлă Хĕвел тухăç Прусси çĕрне çитсе тухрĕç. Литвара чухне вара сахал мар кунти националистсем, тĕрлĕ диверсантсем, шпионсем пытанса юлса пирĕн тылри объектсене тапăннă. Вĕсене çийĕнчех пĕтермелле пулнă. Çак ĕçе çывăхра тăракан салтаксене, авиаци специалисчĕсене явăçтарнă. Çакнашкал операцие салтак чĕлхипе «Тасату» тетчĕç. Пĕррехинче пире те, авиаци специалисчĕсене, çавăн пек операцие лекме тиврĕ. Эпир юлташпа тĕллевлĕ ĕçе тухрăмăр. Иксĕмĕр те пĕр хуторта чакаланатпăр, тăшмана шыратпăр. Эпĕ сарайра таçта çÿлте купаланă утă-улăм урлă каçса пĕр «йăва» тупрăм. Кунта темĕн чухлĕ минтер, утиял выртать. Юлташ аялта, хуралта юлчĕ. Ун-кун пăхкалатăп. Унччен те пулмарĕ пуç урлă «вăр-р!» туса темĕнле япала иртсе кайрĕ. Пăхрăм та юпа çинче пуртă тăратăнса тăнине курах кайрăм. Пире сассăр пĕтересшĕн пулнă курăнать. Кайран, нумай та каяймарăмăр, пирĕн салтаксем пĕр нимĕçе тăрантаспа лартса пынине асăрхарăмăр.
– Эй, Иван! Куда едешь; – тетпĕр.
– Еду!.. – хуравларĕ вăл вырăсла.
Калаçу хыççăн темиçе минутранах автомат сасси кĕрлесе кайрĕ. Власовец тарма тытăнсан ăна хамăр салтаксем персе пăрахнă иккен. Эй, апăрша ачи, ăçта çитсе хăйĕн вилĕмне тупрĕ. Хамăр çынах вĕт. Вăт вăрçă!..
Акă эпир Прусси çĕрĕнче. Гумбинск хули тавра питĕ хаяр çапăçусем пулчĕç. Нимĕçсем нумайăшĕ тыткăна лекнĕ, сапаланса тарчĕç. Кунта сутăнчăк Власов çарĕсем те пире хирĕç çапăçнă. Тăшман кунта та пирĕн тыла сăтăр тума хăйĕн çыннисене хăварнă. Эпир каллех юлташпа вĕсене тасатмалли операцире. Умра – темиçе хутлă чул çурт. Унта пур çĕре те алăксене тĕрте-тĕрте тĕрĕслерĕмĕр. Пĕр алăка темĕнле тăрăшсан та уçаймарăмăр. Аптранипе çак пÿлĕм чÿречи патне тухрăмăр. Вĕсене çÿле çитичченех кирпĕчсемпе хупланă. Ку вăл амбразура пулнă ĕнтĕ. Çÿлти кирпĕчсене илсе шала пăхрăм та сак çинче пĕр нимĕç выртнине асăрхарăм. Питне хупланăскерне пĕлнĕ-пĕлмен нимĕçле кăшкăрма пуçларăм. Нимĕç чĕнмест. Ун хыççăн Костя юлташăм калаçу кĕнекине кăларчĕ те унпа хутшăнма пикенчĕ. Лешĕ ăнланчĕ пулас, алăк тĕревне илчĕ. Ăна тĕрткелесе, чышкаласа кăлартăмăр, çакса çÿремелли сумкине туртса илтĕмĕр. Унта туллиех эмелччĕ. Нимĕç вара çăварне те уçаймасть, пичĕ-куçĕ те юн кăна. Шăлĕсем те курăнмаççĕ. Ахăртнех, вăл пиртен хăраса ÿкрĕ. Хăй çине кăтартса пĕр вĕçĕм «Бельги», «Бельги» тесе аран-аран пăшăлтатать. Унтан кĕсйинчен сăн ÿкерчĕк кăларчĕ. Унта çемйи пулас: мăшăрĕ, икĕ чиперкке хĕрĕ. Вĕсене курсан пирĕн кăмăл çемçелчĕ. Гитлер Бельги çыннисене те фронта тăратнă иккен. Çурма вилĕ, чирлĕ нимĕçе эпир комендатурăна илсе çитертĕмĕр. Чаçре çак истори пирки каласа парсан пурте кулаççĕ. «Вырттăрччĕ вăл çавăнтах çурма вилĕ-скер», – теççĕ пурте. Ытти юлташсем вара пирĕнпе танлаштарсан операци вăхăтĕнче задание пурнăçласа аван «шăллă» нимĕçсене тытса килнĕ.
В. УРУКОВ,
вăрçă ветеранĕ.
Çĕнĕ Ахпÿрт.