20 января 2010 г.
Шупашкарта Çĕнĕ çула халалланă май спорта юратакансем Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕн В. Красновăн призĕсене çĕнсе илессишĕн велокросс енĕпе тупăшрĕç. Хĕллехи вăхăтра велосипедпа çырма-çатраллă вырăнта ăмăртасси çăмăлах мар. Çапах та спортсменсем хăйсен «тимĕр учĕсене» алăран вĕçертмесĕр тытса пырса дистанцисене пĕр пăтăрмахсăр вĕçлерĕç. Ăмăртакансем тĕрлĕ ушкăна пайланчĕç. Кашни çулхисен хăйсен дистанци. Вĕсем пĕр-пĕринчен 4-5 минутран хускалса пычĕç. Районти велосипедистсенчен аслă çулхисем пулмарĕç, çамрăксем вара пурне те тĕлĕнтерчĕç те, савăнтарчĕç те. Юниорсен ушкăнĕнче Е. Григорьев (Вăрманхĕрри Шăхаль) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, хаклă парнене тивĕçрĕ. Хĕр ачасенчен ăмăртăва О. Терентьевăпа М. Филиппова (Вăрманхĕрри Шăхальсем) хутшăнчĕç. Кунта малтан кĕтнĕ пекех Оля чи пултарулли пулчĕ. Вăл хăй ушкăнĕнчен çеç мар, чылай çул аслă тата паллă велосипедисткăсенчен те выляса илсе чи лайăх вăхăт кăтартрĕ, телевизора тивĕçрĕ. Унăн юлташĕ Марина иккĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Çак ушкăнри арçын ачасенчен Нăрваш Шăхалĕнчи Ирина Калентьева ячĕпе хисепленекен спортшкулăн филиалĕнчен А. Раськин, В. Афанасьев, С. Софронов хутшăнчĕç. Артур Оля пекех пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, Сергей пиллĕкмĕш, Владик Артур хыççăн иккĕмĕш çитрĕ. Çитĕнÿсемшĕн В. Афанасьев тренера мухтамалăх пур.
Юлашкинчен спортсменсен сезонти ăмăртусен очкисене пĕрлештерсе пĕтĕмлетÿ турĕç. Кунта та Валерий Семенович тренерăн савăнмалăх пур. Хĕрсен ушкăнĕнче О. Терентьева пĕрремĕш, Н. Михайлова – иккĕмĕш, М. Филиппова – виççĕмĕш вырăнсенче. Юниорсем хушшинче Е. Григорьев иккĕмĕш вырăнта. Кĕçĕннисен ушкăнĕнче те пирĕн чи пултаруллисем С. Михайловăпа (пĕрремĕш) И. Петрова (иккĕмĕш). Арçын ачасенчен И. Мулендеев – иккĕмĕш вырăнта.
Юлашкинчен спорта юратакансене çакна пĕлтерес килет. Канадăри Ванкувер хулинче иртекен çитес Олимп вăййисенче велокросс енĕпе сăнавлă ăмăртусем пулаççĕ. Вĕсем хыççăн МОК членĕсем малашнехи хĕллехи Олимп вăййисенче велокросса кĕртес тесе йышăнсан вара Раççейăн пĕрлештернĕ командинче хамăр ентешсене те курасса шанас килет. Паллах, хĕлле велосипедпа кросс дистанцийĕнче ăмăртма питĕ кансĕр тата йывăр. Куç хăрать, алă тăвать, теççĕ. Спортсменсем чăтăмлă халăх, вĕсем пур йывăрлăха та çĕнтереççĕ, кунта та çÿлти шайра пулаççех!
Е. Григорьевпа О. Терентьевăна Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн значокĕсене парса чысларĕç.
В. БОРОДКИН, велоспорт ветеранĕ.