АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех-сăра таврашне ĕçер мар-ха малашне

20 января 2010 г.

Пин-пин çул тăршшĕнче этемлĕхĕн эрех-сăра ĕçес йăли çирĕпленсех çитни курăнать. Паллă ĕнтĕ: нихăшĕ те ĕçкĕç пуласси пирки шухăшламасть. «Эпĕ нормăран ытлашши ĕçместĕп», – тет чылайăшĕ. Алкоголизма пулах çывăх çын куç умĕнчех вилни те хăшне-пĕрне сисчĕвлентермест. Анчах алкоголизм хăрушă чир пулнине темшĕн манатпăр-çке эпир...

Юлашки сăнавсем Раççейре кашни çын çулталăкра 9-12 литр алкоголь ĕçнине çирĕплетеççĕ. Алкоголизмпа чирлисен йышĕ кунсеренех ÿссе пырать. Тĕрĕссипе, ĕçкĕç шайне çитнĕ этем эрех-сăрасăр пурăнма пултараймасть, çав вăхăтрах хăйĕн çывăх çыннисем ăна хăрушă инкекрен хăтарма тăрăшнине йышăнмасть, сывлăхпа мĕн пулса иртнине тĕрĕс хаклаймасть. Çакăнпа пĕрлех эрехпе иртĕхни ĕçекен çыннăн сывлăхне кăна мар, ыттисен – ачисен, арăмĕн тус-юлташĕн – сывлăхне те сиен кÿрет.

Алкоголь пур органа та сиенлет. Чи малтан – пĕвере, пуç мимине. Хромосомăсем те сиенленеççĕ ĕçкĕç этемĕн, çавна пулах ачисем те час-часах сусăр çуралаççĕ.

Общество. Культура

Патăрьел районĕ: вăхăт, пулăмсем, çынсем

Январĕн 25-мĕшĕ – Аслă Арапуçĕнче (халĕ Первомайски) чăваш писателĕ, шÿтле калавсемпе фельетонсен авторĕ, сăвăсем куçараканĕ Петр Егорович Митта çуралнăранпа 100 çул (1910-1944).

Январĕн 26-мĕшĕ – Пăлакассинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕн солист-вокалисчĕ Юрий Емельянович Мазяков çуралнăранпа 60 çул. (1950).

Февралĕн 6-мĕшĕ – Патăрьелĕнче Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçин участникĕ, Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ, 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Мускаври Çĕнтерÿ парадне хутшăннă Александр Порфирьевич Табаков çуралнăранпа 90 çул (1920-2005). Унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Мартăн 12-мĕшĕ – Патăрьелĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, доцент, Чăваш АССР аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Сергеевич Уськин çуралнăранпа 90 çул (1920-2008). А. Уськин 4 монографи, 30 ытла наука ĕçĕн авторĕ, тăватă орден, темиçе медаль кавалерĕ.

Мартăн 13-мĕшĕ – Турханта живописец, график, профессор, академиллĕ пĕлÿллĕ пĕрремĕш чăваш художникĕ Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 130 çул (1880-1956). А.А. Кокель – чăваш профессиллĕ ÿнер искусствине никĕслекенĕ, Украинăра станоклă живопись искусствине пуçарнисенчен пĕри; тĕнчери, Пĕтĕм союзри, республикăри чылай куравсене хутшăннăскер.

Мартăн 19-мĕшĕ – Первомайскинче паллă спортсменка, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕ Александра Тимофеевна Деверинская çуралнăранпа 50 çул (1960). А.Т. Деверинская – СССР тата тĕнче класлă спорт мастерĕ, Чăваш Ен, Раççей рекордсменки (1982, 1985), СССР чемпионачĕсен призерĕ (1982, 1986), СССР чемпионки (1981, 1985), Тĕнче кубокĕн призерĕ (1981, 1985) тата çĕнтерÿçи (1981), 5 километра хăвăрт утассипе СССР, Европа, тĕнче рекордсменки (1981, 1982), çăмăл атлетикăпа тĕнче категорииллĕ судья (1998).

Майăн 10-мĕшĕ – Анат Туçара Совет Союзĕн Геройĕ Павел Ефимович Кузнецов çуралнăранпа 90 çул (1990-1992). Унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Икĕ орденпа чылай медальсен кавалерĕ.

Июлĕн 25-мĕшĕ – Первомайскинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ Николай Васильевич Смирнов çуралнăранпа 55 çул (1955). Н.В. Смирнов 1992 çулхи мартранпа Чăваш Республикин Финанс министрĕ, 1996 çулхи августăн 31-мĕшĕнчен – Чăваш Республикин Финанс министрĕ – ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ.

Сентябрĕн 17-мĕшĕ – Еншикре экономика ăслăлăхĕн докторĕ, профессор, Чăваш АССР наукисен тава тивĕçлĕ деятелĕ Гурий Николаевич Ахмеев çуралнăранпа 80 çул (1930-1984). Г.Н. Ахмеев – 100 ытла наука ĕçĕн, 3 монографи авторĕ, Орден кавалерĕ.

Октябрĕн 5-мĕшĕ – Анат Туçара Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ Василиса Павловна Кузнецова çуралнăранпа 90 çул (1920-1987). В.П. Кузнецова СССР Верховнăй Совечĕн, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă. Унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Пĕр орден тата ВДНХ медалĕсен кавалерĕ.

Ноябрĕн 12-мĕшĕ – Турханта Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ паллă композитор Анатолий Алексеевич Петров çуралнăранпа 80 çул (1930-1987). А.А. Петров – «Халăх паттăрлăхĕ çинчен калани» симфониллĕ поэмăн, «Чăваш Ен çинчен хунă юрă» кантата, уяв увертюрин, П. Хусанкай, С. Шавлы, В. Давыдов-Анатри, Г. Ефимов, А. Галкин тата ытти поэтсен сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсен авторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика