23 января 2010 г.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх программине пурнăçлама тытăннăранпа ялти пĕчĕк калăпăшлă хуçалăх тытакансем 45,1 пин кредит илнĕ. Çакă 7,3 миллиард тенкĕ пулать. 2009 çулта çеç çак сумма 1050,3 миллион тенкĕпе танлашнă. Пĕр кредит вăтамран 161,7 пин тенкĕ. «Россельхозбанк» уçă акционер обществи панă кивçенсем 40 процент. Перекет банкĕ панисем 60 процент йышăнаççĕ. Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче патшалăх пулăшă-вĕпе кашни виççĕмĕш çемье усă курнă.