АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăшарни, кăшарни,шыва чăмса тухрăр-и;

23 января 2010 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Кăшарние паллă тăвасси йăлана кĕчĕ. Кăçалхипе район шайĕнче виççĕмĕш хут уявларĕç. Маларах Сител кÿлли хăнасене ытларах йышăннă пулсан халĕ пилĕк вырăнта шыва кĕчĕç. Алманчă, Сăкăт, Турхан, Аслă Чемен, Первомайски ял поселенийĕсенче маларах вак каснă, йĕри-таврари юра хырса тасатнă, ятарлă каçмасем ăсталанă. Çавăн пекех шалти ĕçсен пайĕн, медицина службин ĕçченĕсенчен дежурство йĕркеленĕ.

Сител кÿллли яланхи пекех Кăшарние хапăл пулчĕ. Первомайски чиркĕвĕн пачăшки Сергий атте вакка сăвапланă хыççăн пуçтарăннисене таса шывпа пĕрĕхрĕ. Вăл ĕненекенсене чун-чĕрепе çылăха кĕнинчен, чир-чиртен тасатать, имĕш. Пăрлă шыва кĕрекенсенчен чи асли Первомайскинчи И. Ендеев пулчĕ. 71 çулхи Иван Федорович çак уява çулленех хутшăнать.

– Шывран тухсан вăй-хăват, кăмăл-туйăм палăрмаллах ÿсет. Сăваплă шыв тасалăх, ырăлăх енĕсем çуратать, – терĕ питшăллипе сăтăрăннă май район пуçлăхĕ Н. Глухов. Çавăн пекех район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, ял поселенийĕн пуçлăхĕсем, организаци-учреждени ертÿçисем тата ыттисем те виçшер хут чÿхенсе тухрĕç. Хăшĕсем пит-куçне, алли-урине йĕпетнипех çырлахрĕç.

Уява пуçтарăннисене пулă яшкипе тата вĕри чейпе сăйларĕç. Çакăнтах кукăль-пÿремеч сутассине те йĕркеленĕ.

А. КОЗЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика