АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умри яваплăх ÿссех пырать

23 января 2010 г.

Кăçалхи январĕн 12-мĕшĕнче прокуратура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Районсем хушшинчи следстви пайĕ Раççей Прокуратурин Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн структурине кĕнĕ май, çак кун пирĕншĕн те уяв.

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайне 2007 çулхи сентябрьте йĕркеленĕ. Вăл Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тата Елчĕк районĕсене тивĕçтерсе тăрать. Паянхи кун следстви пайĕнче унăн ертÿçи Р. Шайхалов, çумĕ Р. Салимзянов, ертÿçĕн аслă пулăшуçи В. Егоров, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсен следователĕ В. Ярушкин, Д. Тазюков, А. Эткеров, В. Зайцев аслă следовательсем, Н. Маркиданова аслă инспектор-делопроизводитель тата И. Серов водитель ĕçлеççĕ.

Районсем хушшинчи следстви пайĕн следователĕсем 2009 çулта преступленисем пирки 614 пĕлтерĕве пăхса тухнă. Вĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн 105 уголовлă ĕç пуçарнă, 88 уголовлă ĕçе суда ярса панă.

Вĕçленĕ уголовлă ĕçсенчен ытларахăшĕ çын пурнăçне тата сывлăхне хирĕç тунă преступленисем. Саккуна пăснă тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ эрех-сăрапа иртĕхнипе, тĕлли-паллисĕр пурăннипе пулнă. Унсăр пуçне арлăхпа, Конституци прависене пăснипе çыхăннă преступленисем те пур.

Районсенчи прокуратурăсемпе, оперативлă шырав органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе коррупци енне туртăнакан преступленисене тĕпчессине тимлĕрех пăхма тытăнтăмăр. Иртнĕ çул судсене шкулсен ертÿçисем бюджет укçине вăрланă тĕслĕхсем пирки 3 уголовлă ĕç, вырăнти хăйтытăмлăхсен депутачĕсем пирки 4 уголовлă ĕç, милици сотрудникĕ пирки пĕр ĕç, ял тăрăх пуçлăхĕ пирки пĕр уголовлă ĕç ярса панă. Саккуна пăснă должноçри çынсене явап тыттарас пирки ĕç малалла пырĕ. Хальхи вăхăтра тĕпчевре пĕр ял тăрăх пуçлăхĕ, пĕр райбольницăн тĕп врачĕ, пĕр район депутачĕ пирки ĕçсем пур. Хамăр ĕçре эпир саккун умĕнче пурте пĕр тан текен принципа тĕпе хуратпăр.

Пирĕн следстви пайĕнче ĕçлекенсен опычĕ сахалрах-ха. Çавăнпа та прокуратурăсенчи опытлă специалистсем пире яланах пулăшаççĕ. Çакă умри яваплăха ÿстерсе пынă çĕрте пысăк усă кÿрет.

Р. ШАЙХАЛОВ,

районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи, 1-мĕш класлă юрист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика