АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнисĕр малашлăх çук

23 января 2010 г.

«Кивĕ сăн ÿкерчĕк» конкурса редакци ĕçченĕсем 2010 çулта малалла та хаçатра пичетлеме йышăну тунине ырламалла çеç. Вĕсем çамрăксене чылай çул каялла сăн ÿкерĕннĕ çынсен кун-çулне пĕлме, чыс хисепне тĕпе хумаллине пĕлтереççĕ.

Хаçатра кун çути курнă сăн ÿкерчĕксемпе интересленекенсем нумай. Хăшĕ-пĕри манран та унти çынсемпе паллаштарма ыйтать. Кивĕ сăн ÿкерчĕксем чылай çемьере сыхланса юлайман. Вĕсене хăшĕсем ачисене выляма парса юрăхсăра кăларнă. 50-60 çул каялла фотографсем те сахал пулнă. Укçа хĕсĕк пулнипе çынсем те час-часах сăн ÿкерттереймен.

1980-1990 çулсенче манăн парти, профсоюз организацисене ертсе пыма тÿр килчĕ. Çавăн чухне вырăнсенче фотохаçатсем кăларасси анлăн сарăлнăччĕ. Районта Георгий Заплаткин ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксенчен парти райкомĕн ĕçченĕсем ятарлă стенд йĕркелетчĕç. Пирĕн колхозра вара çак ĕçе тума вăрçăпа ĕç ветеранĕ Василий Егорович Яковлев нумай пулăшнă. Кивĕ сăн ÿкерчĕксене Н. Айкин фотограф çĕнетсе паратчĕ. Нумай сăн ÿкерчĕк пуçтарăннăччĕ. Парти, профсоюз органĕсене пĕтерсен, вĕсем те никама та кирлĕ пулмарĕç курăнать, нумайăшне макулатурăна ăсатрĕç. Пĕррехинче район центрне кайсан ăнсăртран пăрахнă фотосене тĕл пулма тÿр килчĕ. Хам пĕлекен, паллакан çынсен сăн ÿкер-чĕкĕсене пуçтарса килме май пулчĕ. Халĕ вĕсем çемье архивĕнче упранаççĕ. Пушă вăхăтра вĕсене пăхса иртнĕ пурнăçа аса илетĕп.

Б. КОШКИН.

Нăрваш Шăхаль ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика