23 января 2010 г.
Районта пĕр ялтан тăракан ял тăрăхĕ нумай мар. Вĕсенчен пĕри – Сăкăт. Йышĕпе вăл пĕчĕкех мар. Паян кунта 2058 çын пурăнать. Ял малашлăхпа йыш хушать. Çакна çулсеренех ача çуратакан амăшсем нумайланса пыни те çирĕп-летет. Çамрăксем яла юлса вырăнта тымар яни, çĕнĕ çурт-йĕр çавăрни те паха пулăм. Ял халăхĕн ытларах пайĕ «Красное знамя» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлет. Унсăр пуçне тăватă фермер хуçалăхĕ, ытти социаллă-культурăллă объектсем, суту-илÿ предприятийĕсем пур.
Паян Сăкăтсем мĕн пур пек хăтлăхпа çеç лăпланса лармаççĕ. Вĕсем тăтăшах халăхăн пурнăç условине лайăхлатас, хушма ĕç вырăнĕсем тупас, работниксен творчествăлла хастарлăхне ÿстерес тĕлĕшпе тимлеççĕ. Çавăнпа та социаллă инфратытăма анлăлатасси – Сăкăтсен тĕп тĕллевĕ.
2009 çулта Сăкăт ял тăрăхĕ халăха ĕçпе тивĕçтерес, ĕç ресурсĕсене туллин усă курас, çурт-йĕр тăвассине çĕнетсе пырас тĕлĕшпе йĕркеленĕ республика конкурсĕнче çĕнтернĕ. Çакă вара социаллă инфратытăма тата ытларах пуянлатма май панă. Кунта çак майпа социаллă-культурăллă сферăри объектсене çĕнетнĕ, урамсенчи çул-йĕре тирпейленĕ. Паянхи куна пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне, культура çуртне тĕпрен юсанă, «Çăлкуç» ача сачĕн чÿречисене улăштарнă. Советсен тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ урамсенчи çулсене вара муниципаллă контрактпа килĕшÿллĕн 2010 çулта туса пĕтермелле.
Сăкăт ялĕ çĕнелес малашлăх пысăк. Çывăх çулсенчех кунта çĕнĕ капăр шкул çĕкленĕ, хăтлă стадион, ача-пăчана выляса киленмелли уйрăм вырăн пулĕ, вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк та тĕпрен çĕнелĕ, капăрланĕ.
А. ЕГОРОВА.