23 января 2010 г.
Чăваш литератури историне чăваш çыравçи, кулăшла калавсемпе фельетонсен хайлавçи, поэзиллĕ произведенисен куçаруçи Петр Егорович Митта палăрмаллах тÿпе хывнă. Вăл çуралнăранпа январĕн 25-мĕшĕнче 100 çул çитет.
Пулас çыравçă 1910 çулта кивĕ стильпе январĕн 12-мĕшĕнче Пăва уесĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче (халĕ Первомайски) çуралнă. Ялти шкул хыççăн Патăрьелĕнчи педтехникумра, Мускаври Я.М. Свердлов ячĕллĕ Коммунистла университетра вĕреннĕ. 1932-1934 çулсенче чикĕ çарĕнче хĕсметре тăнă. Çар хыççăн «Канаш» хаçатăн литсотрудникĕнче, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникин техникумĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕнче тăрăшнă.
Çамрăк çыравçăн пултарулăх биографийĕн пуçламăшĕ «Перекопа илни» ятлă сăвви шутланать. Вăл 1927 çулта «Сунтал» журналта пичетленнĕ. Çавăн хыççăн унăн сăввисене хаçат-журналта тăтăшах вулама пулнă.
Чăваш çыравçин чи ла-йăх хайлавĕ документлă «Крепков» повесть. Вăл граждан вăрçин паттăрĕн 1918 çулхи августăн 18-мĕшĕнче Аслă Патăрьел çывăхĕнче шурă гварде-ецсемпе çапăçса вилнĕ П. Крепковăн пурнăçĕпе паттăрлăхĕ çинчен каласа парать.
Митта Петĕрĕ чăваш литературинче сатирăпа юмор жанрне туса хурса аталантарассипе тухăçлă ĕçленĕ. «Капкăн» журналра тата ытти изданисенче унăн 100 ытла фельетонĕпе калавĕ пичетленнĕ.
Митта Петĕрĕ ача-пăча литературине аталантарассишĕн те вăй-халне шел-лемен. Вăл Д. Джабаев, В. Бонч-Бруевич, В. Гюго, А. Радищев, А. Чехов, Т. Шевченко хайлавĕсене чăвашла тĕлĕнмелле ăста куçарнă. Çав вăхăтра чăваш литературинче çамрăксене çул парса аталантарас тесе сахал мар статьясем, рецензисем çырса кăларнă, çамрăк сăвăçсемпе прозаиксен пултарулăхне тĕрĕс хаклама пултарнă.
Тĕрлĕ çулхи вулакансем унăн çак хайлавĕсене юратнă: «Кăмăл», «Такмаксем», «Асран кайми кунсем», «Вĕçевçĕ Уçăп», «Ял калаçать», «Йĕтем хуçи», «Абрамова», «Инспектор», «Кирилл», «Çĕнĕ çĕр», «Кĕпер», «Симĕс садра», «Сакăр ывăл ашшĕ», «Çĕнĕ çăкăр», «Янравлă сас», «Акара», «Асатте», «Хĕр калавĕ», «Пăр»... Вĕсенче çыравçă ялти пысăк улшăнусем çинчен хăпартланса та хумханса каласа панă.
Çыравçăн пурнăçĕ, творчествăллă çулĕ кĕске пулнă. Вăл вăтăр çултан иртсен пурнăçран уйрăлнă. Çапах та Митта Петĕрĕ чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă. Унăн пурнăçĕпе ĕçĕ халăхшăн чунпа ĕçленине, ăсталăха хăпартассишĕн ывăнма пĕлмесĕр вăй хунине кăтартаççĕ.
Çулсем иртеççĕ пулсан та унăн фельетонĕсемпе кулăшла калавĕсем кивелмеççĕ, чăваш çыравçисен чи лайăх произведенийĕсемпе пĕр ретре пурăнаççĕ.
М. ПЕТРОВА,
Чăваш Ен патшалăх
пичет архивĕн
специалисчĕ.