23 января 2010 г.
Çул пуçламăшĕнче Нăрваш Шăхальсем хăйсен йăлана кĕнĕ волейбол турнирне ирттереççĕ. Вăл В. Бородкин ячĕпе вун улттăмĕш хут пулчĕ. Ăмăрту шайĕ тата ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ кашни çулах ÿссе пырать. Çакна кăçалхи турнир та çирĕплетет.
Тупăшăва вунпĕр команда пуçтарăнчĕ: Шупашкартан «Инвал» (пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем), троллейбус управленийĕн «Троллейбус», Шăмăршă районĕнчи «Васан», Комсомольски районĕнчи «Нĕркеч», «Батыревский», «Турхан», «Баиш», «Шыгырданы», «Паттăр», «Сăкăт», «Шăхаль» командăсем. Шăпа янă хыççăн «А» тата «Б» ушкăна пайланса вылярĕç. Ăмăртăва район пуçлăхĕ Н. Глухов уçрĕ. Василий Михайловича 70 çулхи юбилейпа саламлама «Слава картофелю» çĕр-ĕç фирмин генеральнăй директорĕ А. Капитонов, В. Мулендеев, Н. Николаев спорт мастерĕсем, спорт мастерĕн кандидачĕ Г. Григорьев, Н. Афанасьев тата унччен пĕрле пĕр командăра вылянă юлташĕсем пуçтарăннă. Нăрваш Шăхаль поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев хăнасене сăмах парса Хĕл Мучипе Юрпикене чĕнсе илчĕ. Вĕсем пурне те Çĕнĕ çулпа саламланă хыççăн турнир пуçланчĕ. Площадкăна чи малтан хуçасемпе Пашьелсем тухрĕç. Çивĕч тупăшура Шăхальсем 2:0 шутпа çĕнтерчĕç. Тепĕр тĕл пулура хуçасем Турхансемпе вылярĕç. Шăхальсем еплерех тăрăшрĕç пулин те Турхансене парăнтараймарĕç. Турхансемпе «Инвал» команда выляни курма пуçтарăннă халăха тыткăна илчĕ. Вĕсем пĕр-пĕринчен пĕрер парти выляса илсе виççĕмĕш кĕске партие выляма пуçларĕç. Çапах та хула спортсменĕсем вăйлăрах пулчĕç. «Б» ушкăнран финалти ăмăртусенче выляма «Инвал» тата «Турхан» командăсем тивĕçрĕç. «А» ушкăнра вăйăсем тата та интереслĕ иртрĕç. «Троллейбус» команда пуринчен те вăйлăраххи палăрчĕ. Тепĕр вырăншăн вара еплерех кăна тупăшу пымарĕ пуль. Акă площадкăра «ЗАО «Батыревский» тата «ТПК «Шыгырданы». Вĕсем те пĕр-пĕринчен пĕрер парти выляса илсе виççĕмĕшне вылярĕç. Финалти ăмăртусенче выляма ирĕк илме чи интереслĕ вăйăсем «Васанпа» «Нĕркеч» командăсен хушшинче пычĕç. Виçĕ парти выляса вĕсем куракансене тыткăна илчĕç. Кансĕр тапхăрсенче мечĕке ÿкермесĕр пĕр-пĕринчен очко хыççăн очко илсе пычĕç. Çапах та «Нĕркеч» команда финала тухаймарĕ. Финалта вара «Инвал», «Троллейбус», «Васан», «Турхан» командăсем тупăшрĕç. «Инвал» командăпа «Васан» командăсем выляни интереслĕ те тĕлĕнмелле пулчĕ. Хăйсен çулĕсемпе танлаштарсан аслашшĕсемпе мăнукĕсем тупăшрĕç. Çамрăксем аслисене парăнтарчĕçех. Тепĕр тĕл пулура Турхансем «Троллейбус» хуçисемпе тупăшрĕç. «Троллейбус» команда «Васансемпе» куçса çÿрекен кубока çĕнсе илессишĕн кĕрешрĕ. Икĕ команди те мечĕке çухатмасăр очко çине очко илсе пычĕ. Зал «чирлекенсен» сассипе кĕрлесе тăчĕ. «Васан» çамрăкĕсен иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Куçса çÿрекен тĕп кубока Шупашкарти «Троллейбус» команда çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕш вырăнта «Инвал» командăпа «Турхан» команда. Пурте ятарлă грамотăсемпе укçан призсем илчĕç. Судьясен коллегийĕ «Чи лайăх вылякан» ята Ю. Гордеев («Васан»), «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята А. Ласкаев («Троллейбус»), «Чи лайăх пас паракан» ята А. Сержантов («Васан»), «Чи лайăх сыхăçă» ята А. Евдокимов (Турхан), «Турнир аксакалĕ» ята А. Кузьмин («Инвал») тивĕçнине пĕлтерчĕ. Юлашкинчен В. Бородкин вылякансене, курма пуçтарăннисене, турнир ирттерме пулăшакансене ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. В. МИХАЙЛОВ.