27 января 2010 г.
Тунтикун Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Владимир Путин килсе кайнă. Вăл ертсе пыракан делегаци шутĕнче РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Сергей Иванов, РФ Вĕрентÿпе наука министрĕ Андрей Фурсенко пулнă.
Хаклă хăнасене Шупашкар аэропортĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Григорий Рапота, Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский, ытти официаллă çынсем кĕтсе илнĕ.
В. Путин Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе тĕл пулнă, Покров-Татиана чиркĕвне, «Промтрактор» завода çитсе курнă, Шупашкарта пĕрремĕш Пăр керменне уçма хутшăннă.