АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускаври тĕл пулу

27 января 2010 г.

Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Г. Рапота Мускавра Раççейĕн Обществăллă палатин членĕ пулма округран суйланисемпе тĕл пулнă. Унта Раççейри Мăсăльмансен Тĕп тĕн управленийĕн Председателĕн çумĕ, Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн Председателĕ Альбир-хазрат Крганов муфти те хутшăннă.

«Тĕл-пулу усăллă, пĕр-пĕрне шанса калаçнă лару-тăрура иртрĕ. Эпир округри чи пысăк йышлă икĕ тĕн конфессийĕ пĕрле пурнăçламалли тĕллевсене сÿтсе яврăмăр. Уйрăмах кăмăл-сипет воспитанийĕ парас, çамрăксемпе ĕçлес ыйтусене тимлĕ пăхрăмăр», – палăртнă Альбир-хазрат Крганов.

Раççей Федерацийĕн Обществăллă палатине кăçал çĕнетнĕ. Унта çĕр-шывра наукăпа техникăра, культурăпа искусствăра, правăпа спортра, экономикăра палăрнă çынсене кĕртнĕ. Палата ертÿçи пулма каллех Е. Велихов академика суй-ланă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика