27 января 2010 г.
Çĕнĕ Шупашкарти «Грани» хаçат, хула администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ, ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантармалли центрпа пĕрле çулсеренех шкул хаçачĕсен конкурсне ирттерет.
Кăçалхи конкурса 39 шкул хутшăннă. Хăйне евĕр сăмах ăстисен тупăшăвĕнче Чăваш Енри хуласемпе районсенчи, Тулăпа Свердловск облаçĕсенчи вĕренÿ заведенийĕсем ăмăртнă. Пирĕн районти Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти «Мэктэп Авазы» («Шкул ахрăмĕ») çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ. Хаçата кăларма ачасене Л. Узбекова учительница пулăшать.