27 января 2010 г.
– Чĕре тапнă, хăвна сывă, тĕрĕс-тĕкел туйнă чухне ытларах та ытларах ĕç тăвас тĕллевпе пурăнатпăр, – тет Кивĕ Ахпÿртри кĕçех 73 çул тултаракан Иван Николаевич Арланов. Кăмăллăн кулса илнĕ май, акă мĕнлерех хушса хурать: «Тĕрĕс те тăватпăр. Этем кун-çулне пурнăçпа вилĕм хушшинчи тапхăрпа палăртнипе кăна виçесшĕн мар эпĕ. Унта кĕрешÿ саманчĕсем те, лăпкăлăхпа канăçлăх та, тĕллевлĕ талпăну та пултăр. Ун чухне вара пурнăçа ахаль пурăнса ирттермерĕм тесе тивĕçлипе калама пултаратпăр».
Çак сăмахсем шăпах унăн пурнăçĕпе пĕр килеççĕ те. 1937 çулта хресчен çемйинче çуралнă вăл.
«Пуяна – мул, чухăна – ача-пăча», – тенĕ ваттисем. Кил-йыш пысăк пулнă Анна Поликарповнăпа Николай Петрович Арлановсен: пилĕк ывăл та пилĕк хĕр. Мĕн каласси пур, пĕрер татăк çăкăр çитерес тесен те вунă татăк кирлĕ, кашнине пĕрер си тумлантарас тесен вунă кĕпе, вунă пиншак çĕлетмелле. Вучах умĕнчен пăрăнайман амăшĕ, хачăпа йĕп-çип те пăрахайман аллинчен. Юрать-ха самани улшăннă.
– Туçа шкулне çичĕ çул çÿренĕ хыççăн малалла вĕренме май килмерĕ. Колхоз ĕçне хутшăнма тытăнтăм: сÿреленĕ, тырă акнă, вырнă, кĕлте турттарнă, утă-улăм кÿнĕ. Каярахпа Патăрьелĕнчи каçхи шкулта вĕренсе вăтам пĕлÿ илтĕм, – ачалăхне аса илнĕ май ассăн сывлать Иван Николаевич.
Вун саккăрта Совет çарне илнĕ. Таврăнсанах уй-хир бригадирне суйланă. Шаннă ĕçе хавхаланса пурнăçласа пынă вăл. Ун чухне ялта çамрăксем йышлă пулнă. Пĕрисем фермăра, теприсем техника паркĕнче, виççĕмĕшсем уй-хирте вăй хунă. Пурнăç вĕресе çеç тăнă. Ывăннине пăхмасăр каçхине вăййа тухнă, клубра савăннă. Мĕн чухлĕ мероприяти ирттермен-ши; Ял уявĕ, спорт ăмăртăвĕсем, диспутсем, субботниксем. Обществăлла ĕçсенче пуçарулăх кăтартнăранах Ивана клуб заведующине лартнă. Купăспа, баянпа выляма пултараканскер çийĕнчех хор, драма кружокĕсем йĕркелесе янă, ялтан-яла концерт-спектакльпе çÿренĕ. Çамрăксем районти ĕçпе юрă уявĕсенче те активлăх кăтартнă, спортра та палăрнă.
Икĕ çултан ăна Шупашкара вĕренме янă. Ун хыççăн вĕренĕве Мускавра партин аслă шкулĕнче малалла тăснă. Диплом илнĕ хыççăн Иван Николевич пĕр вăхăт КПСС райкомĕнче инструкторта ĕçленĕ. 1968 çулта колхоз председателĕн çумĕ пулма суйланнă. Çакăнтан пуçласа унăн шăпи çĕрпе пушшех те тачă çыхăннă. «Гвардеец» хуçалăха ун чухне республика тулашĕнче пĕлнĕ. Сакăр яла пĕрлештерсе тăраканскер нумай енлĕ аталанса пынă, мĕн пур отрасльсем тупăшлă пулнă, çуллен миллионшар тенкĕ услам илнĕ. Çакă ырлăх-пурлăх тума, тĕп фондсене пысăклатма кайнă.
Паллах, председатель хăй кăна пур ĕçе те туса çитереймест. Пĕччен хулă хуçăлать, теççĕ. Геннадий Федорович Мулюков ертÿçĕ те чылай ыйтăва хăйĕн çумĕпе Иван Николаевичпа канашласа татса панă. Çапла сакăр çул килĕштерсе ĕçленĕ вĕсем.
1976 çулта вара И. Арланова районти хуçалăхсем хушшинчи «Южное» сысна самăртакан комплекс директорĕ пулма шаннă. Ултă çултан Туçа ял Совет председательне суйланă та шăпа каллех тăван хуçалăха илсе çитернĕ, çулталăкран Ленин орденлĕ «Гвардеец» колхоз председателĕн çумне куçарнă. Икĕ çултан хуçалăх «тилхепине» шанса панă.
12 çул пĕр улшăнмасăр туртнă И. Арланов çак йывăр лава. Ĕçе лайăх пĕлни, пуçаруллă пулни, халăхпа, специалистсемпе килĕштерсе ĕçлени ăна экономика кăтартăвĕсене ÿстерсе пыма май панă. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх самăртас, сĕт-çу туса илес енĕпе те ăнăçлă ĕçленĕ. Çав вăхăтрах ял малашлăхĕ пирки те манман. Тĕрлĕ цехсем уçнă.
Самана сакки саккăрла çаптарма пуçласан Ленин орденлă «Гвардеец» колхозра та улшăнусем пулнă. Ытти çĕрти пекех хуçалăх пилĕк пая пайланнă. Ял-йыш Иван Николаевича «Урожай» кооператив ертÿçи пулма суйланă. Тивĕçлĕ канăва тухи-ччен ĕçленĕ вăл кунта. Ун хыççăн та темиçе çул ревкомиссине суйланнă. Паянхи кунчченех район пуçлăхĕн канашçисен шутĕнче.
«Ĕçне кура хисепĕ-чысĕ», – теççĕ. Иван Николаевичăн та наградисем йышлă. Тăван çĕр-шыв унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Вăлах Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, вĕрентÿ отличникĕ, тава тивĕçлĕ колхозник. Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ те пулнă. Хисеп грамотисемпе дипломсем те йышлă. Ялти ятлă каччă ĕçчен те сăпайлă хĕрпе çемье çавăрнă. Ксени, тăлăх ÿснĕскер, ачаранах ĕçпе туслашнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан класĕпех комсомол путевкипе Алтай тăрăхне çерем çĕр уçма кайнă. Унтан килсен икĕ çул фермăра дояркăра ĕçленĕ. Тăватă çул пионервожатăй пулнă. Качча тухсан Патăрьелĕнчи медицина сестрисен курсĕнче вĕреннĕ те Туçа больницинче ĕçлеме тытăннă. 30 çул вăй хунă кунта. Лайăх ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕсене тивĕç пулнă.
Мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕр ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсем çунат хушса тăван йăваран вĕçсе кайнă ĕнтĕ, Шупашкарта тĕпленнĕ, çемьеллĕ. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Николай Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче вĕреннĕ, «Компьютерные сети» фирма уçнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те унта ĕçлеççĕ. Марина педуниверситетран вĕренсе тухнă, 39-мĕш шкулта вăй хурать. Аслă категориллĕ учительница. Ирина та институтра математикăпа информатика факультетĕнче ăс пухнă. Халĕ вĕренÿ институтĕнче пай начальникĕ. Арлановсен пилĕк мăнук. Иккĕшĕ аслă шкулта вĕренеççĕ. Çуллахи вăхăтра яла килеççĕ.
Иван Николаевичпа Ксения Петровна çулĕсем хутшăннăçем ватлăхĕ куçран пăхать, сывлăхĕ хавшать пулин те кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ, пахча-çимĕç те чылай акса-лартса тăваççĕ. Сачĕ те самаях пысăк.
– Пурнăçа ахаль пурăнса ирттермерĕмĕр. Ял çыннисен хисепĕ, ачасемпе мăнуксен юратăвĕ пирĕншĕн темрен те хаклă, – теççĕ Арлановсем. Развитие
В. МАЛЬЦЕВА.