АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрçĕсене сивĕ хăратаймарĕ

27 января 2010 г.

Районти шкул ачисен спартакиадин программипе килĕшÿллĕн, Первомайскинче СССР спорт мастерĕ Алексей Ундеров парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Çанталăк сивĕ пулсан та 14 вăтам тата 6 тĕп шкултан 235 йĕлтĕрçĕ старта тухрĕ.

Вăтам шкулсен арçын ачисем 5 километр-лă хушăра тупăшрĕç. Кунта Первомайскинчи вăтам шкулти Н. Павлова çитекенни пулмарĕ. Унăн вăхăчĕ – 17 мин. та 51 сек. Иккĕмĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинчи Е. Григорьев (вăл Н. Шăхаль шкулĕшĕн ăмăртрĕ), виççĕмĕш вырăна Ф. Яппаров (Аслă Чемен) йышăнчĕç.

Вăтам шкул хĕр ачисем хушшинче 3 километра 12 мин та 02 сек. шуса тухса М. Макарова (А. Чемен) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Н. Кузьмина (Первомайски), виççĕ-мĕшĕнче – А. Михайлова (Н. Шăхаль).

Вăтам шкулсен ушкăнĕнче Аслă Чемен шкулĕн команди мала тухрĕ, иккĕмĕш вырăна Первомайскисем, виççĕмĕшне Нăрваш Шăхальсем йышăнчĕç.

Тĕп шкулсен арçын ачисем 3 километрлă хушăра ăмăртрĕç. Кунта Нăрваш Шăхаль шкулĕнчи В. Черноглазов чи лайăх вăхăт кăтартрĕ. Виççĕмĕш вырăна унăн командăри юлташĕ Д. Филиппов йышăнчĕ. Аслă Чемен шкулĕнчи В. Яппаров иккĕмĕш вырăнта.

Тĕп шкулсенчи хĕр ачасен дистанцийĕ 2 километр. Кунта Нăрваш Шăхаль шкулĕнчи А. Михайлова мала тухрĕ. Иккĕ-мĕшпе виççĕмĕш вырăна Аслă Чемен шкулĕнчи В. Фроловăпа Л. Антонова йышăнчĕç.

Тĕп шкулсен ушкăнĕнче призлă вырăнсем çаксене лекрĕç: Аслă Чеменсем – пĕрремĕш, Нăрваш Шăхальсем – иккĕмĕш, Шăхачсем – виççĕмĕш.

Йĕлтĕрçĕсене сивĕ хăратаймарĕ, йĕлтĕр йĕрĕ çинчи тупăшу минутсерен хĕрсе пычĕ çеç. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем татах та пулаççĕ. Хальхи ăмăртура вĕсене хутшăнакансем ăсталăха лайăх тĕрĕслерĕç.

А. АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика