АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси тивĕçлипе ÿсрĕ

27 января 2010 г.

Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ йĕркеленĕ черетлĕ аудио- пресс-конференцинче вырăнсенче валоризаци ыйтăвĕпе мĕнле ĕçленине пăхса тухрĕç. Малтанах пĕтĕмлетĕве республикăри уйрăмĕн ертÿçи Р. Кондратьева турĕ. Ку енĕпе районти хăш-пĕр цифрăсене илсе кăтартни те пĕлтерĕшлĕ пулĕ тетпĕр. Пурĕ 11799 çын пенси илсе тăрать. Вĕсенчен – 1026-шĕ патшалăх, 10773-шĕ ĕç пенсине. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăтам пенси шайĕ 4914 тенкĕпе танлашрĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан вăл 1325 тенкĕ ÿсрĕ.

2009 çулта пенси ыйтăвĕпе 10260 çынна йышăннă. Пĕлтĕр 737 çын тивĕçлĕ канăва тухнă.

Федерацин 2009 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 212-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн кăçалтан пĕрлехи социаллă налука обязательнăй пенси, обязательнăй медицина тата социаллă страховани бюджечĕсене хывакан страховани взносĕсемпе ылмаштараççĕ.

Кăçал страховани взносĕсен тарифĕсен пĕтĕм виçи пĕлтĕрхи шайрах юлать.

Страховательсен уйрăм ушкăнĕсем валли 2010 çулта Пенси фондне хывакан страховани взносĕсен тарифне чакараççĕ. Тĕслĕхрен, ял хуçалăх таварĕ кăларакансем, инвалидсен организацийĕсем, халăх пултарулăх промыслисем, пĕрлехи ял хуçалăх налукĕпе усă куракан е ĕç-хĕлĕн пĕр-пĕр енĕпе тупăшшăн пĕрлехи налук тÿлекен организацисемпе уйрăм предпринимательсем, çавăн пекех вĕрентÿ, культура, сиплевпе сывлăх сыхлавĕн тата социаллă ытти тĕллевпе йĕркеленĕ учрежденисен тĕлĕшпе.

Страховани взносĕсене страховательсем çын пуçне çулталăкра 415 пин тенкĕрен иртмен шалуран пĕрлехи ставка тăрăх тÿлеççĕ. Раççейре вăтам ĕç укçи ÿснĕ май страховани взносĕ хумалли виçе никĕсне çулленех индексацилеççĕ.

Пенси фончĕн районти уйрăмĕ патшалăх шайĕнчи саккунсене пурне те вăхăтра ĕçе кĕртсе пырать. Валоризаци терминĕ çĕнĕ пулин те ку енĕпе пăтрашăну пулмарĕ. Ĕçлекен пенсионерсем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те пенси уйрăмĕнчен паракан укçана вăхăтра илчĕç.

Ĕçре кăçал та çĕнĕлĕхсем пулаççех. Пенси те ÿсмелле, индексаци те пулмалла. Вĕсене халăх патне вăхăтра çитерессине хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ уйрăмра ĕçлекенсем.

Юлашкинчен Р. Кондратьева аудио- пресс-конференцине хутшăннă журналист-сен, пенсионерсен пĕрлешĕвĕсен представителĕсен ыйтăвĕсене хурав пачĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика