АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсен çулне халалларĕç

27 января 2010 г.

Çак концерта курма Аслă Чементи шкулăн акт залне халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. Ăна коллектив хорĕ «Учитель» юрăпа пуçларĕ. Л. Басова «Не смейте забывать учителей» сăвва чуна пырса тивмелле вуларĕ. Кĕçĕн классенче вĕрентекен Л. Тимошкина, М. Медведева, И. Антонова тата А. Ананьева «Кинсене çапла тăн кĕртеççĕ» сценкăпа тăраниччен култарчĕç. Т. Егорова, А. Ананьева тата Л. Тимошкина юрланă хыççăн алă çупрĕç куракансем. Районта кăçал призер пулнă ташă ушкăнĕ чăваш ташшисемпе савăнтарчĕ. Концерта ял тăрăхĕнче вырнаçнă офис, ветучасток, садик, клуб тата администраци ĕçче-нĕсем те хутшăнчĕç. Е. Капитонова, А. Семенова, В. Петрова, А. Сюзюкина, Т. Семенова, Е. Дубинина тата ыттисем кăтартнă номерсем куракансене килĕшрĕç. «Хунав» ача садĕнче ĕçлекенсем улах лартса пачĕç. Концерта Н. Зотовăпа З. Латышева ертсе пычĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле «Мы желаем счастья вам» юрра шăрантарчĕç.

Н. КОШЕЛЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика