АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕхсĕр хуçалăха аталантараймăн

27 января 2010 г.

Ял хуçалăхĕнче куллен укçа кĕртекенни – выльăх-чĕрлĕх отраслĕ. Сĕт, аш-какай хресчене йывăрлăхра пулăшакан хăйне евĕрлĕ валюта. Çунтармалли-сĕрмелли материал е юсав пайĕсем кирлĕ, налуксемпе татăлмалла – çул фермăналла выртать. Апла пулин те чылай хуçалăхра выльăх усрани тăкаклă тесе ĕнесене, сыснасене пĕтерчĕç, кайран хăйсем те панкрута тухрĕç. Çав вăхăтрах йыша ÿстерессипе тимлекенсем те пур. 2009 çул выльăх-чĕрлĕх отраслĕшĕн мĕнле пулни, йывăрлăхсем, лайăх енсем пирки АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай зоотехникĕнчен Г. Салминăран тĕплĕнрех ыйт-са пĕлтĕмĕр.

– Галина Михайловна, иртнĕ çул выльăх-чĕрлĕх отраслĕшĕн мĕнле пулчĕ;

– Районти пур категориллĕ хуçалăхра, ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем, уйрăм çынсем те кĕреççĕ кунта, 2009 çулта аш-какай – 6874, сĕт 35582 тонна туса илнĕ. Кăтартусем маларахри çулпа танлаштарсан, 4 тата 7 процент нумайрах.

АПК предприятийĕсем хушшинче «Звезда», «Труд», «Красное знамя», «Исток», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем аш-какай хатĕрлессипе çуллен лайăх ĕçлеççĕ. Сĕт сăвассипе те çаксемех аван тăрăшаççĕ. Вĕсемсĕр пуçне «Малалла», «Первомайск», «Батыревский» хуçалăхсен кăтартăвĕсем аван.

Ял хуçалăх предприятийĕсем 2009 çулта пĕр ĕнерен вăтамран 4585 килограмм сĕт сунă, 2008 çулхипе танлаштарсан, 354 килограмм нумайрах. Чи пысăк кăтарту Ленин ячĕллĕ, «Звезда», «Красная знамя», «Батыревский», «Исток» хуçалăхсен.

– Çамрăк выльăхсен ÿт хушаслăхĕ еплерех;

– Ĕне-выльăх талăкра вăтамран – 528, сыснасем 239 грамм ÿт хушнă. Кăтарту маларахри çулпа пĕр пекех, улшăнусем пулман.

– Галина Михайловна, экономика кризисне пула районта выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакмарĕ-и;

– Çук, пурте 2008 çулхи шайрах. Пур категориллĕ хуçалăхра ĕне-выльăх – 16538 пуç, вĕсен шутĕнче сăвăнаканнисем – 8107, сысна – 15461, лаша – 1559, сурăх-качака – 6373, кайăк-кĕшĕк – 58700.

Вăкăр çулĕ пирĕн районшăн ÿсĕмсем те илсе килчĕ. Акă, АПК предприятийĕсенче кашни 100 ĕне пуçне 93 пăру илнĕ, 2008 çулта – 92. «Батыревский», «Исток», «Первомайск», «Малалла», «Труд» хуçалăхсенче уйрăмах лайăх ĕçлерĕç.

Кашни 100 тĕп сысна ами пуçне 1416 çура тивнĕ, маларахри çултан 175 ытларах. «Красное знамя», «Хастар», «Труд», «Звезда» хуçалăхсем аван тăрăшрĕç.

Хушма хуçалăха аталантарас тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсем çулталăкра сысна çури – 2337, пăру 293 пуç сутнă.

– Выльăх-чĕрлĕх отрасльне республика енчен пулăшу пур-и;

– Республика бюджетĕнчен кăçал та выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе укçа уйăрма палăртнă, вăл пĕлтĕрхи шайрах.

Пысăк продуктивлă ĕнесем тытакан хуçалăхсем субсиди илме пултараççĕ. Акă, пĕр ĕнерен 3900-4500 килограмм таран сĕт сусан, кашни выльăх пуçне 3100 тенкĕ тивет, 4500 килограмран та ытларах пулсан – 4200. Хушма укçана районти 9 хуçалăх илет.

Ăратлă выльăх туяннăшăн та пĕр килограмм пуçне 50 тенкĕ тивĕçет. Çавăн пекех пысăк продуктивлă, ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕпе усă курнăшăн та дотаци тухать: усă курнă укçан 70 проценчĕ каялла таврăнать.

Тăкаксен пĕр пайне саплаштарма паракан укçана илес тесен документсене вăхăтра хатĕрлесе памалла.

– Галина Михайловна, калаçăва вĕçленĕ май тата мĕн хушса каланă пулăттăр;

– Çулталăк пуçланнă-пуçланманах хуçалăхсем хушшинче выльăх-чĕрлĕх çĕнĕрен усрама пуçлас шухăшлисем пурри, тинех фермăсене пушатса йăнăш тунине ăнланса илни чăннипех те савăнтарчĕ. Малашне ĕне-выльăх, сыснасен йышĕ ÿсес шанчăк çуралчĕ.

О. ПАВЛОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика