30 января 2010 г.
Кăçал «Авангард» хаçатăн юбилей. Хаклă вулаканăм, тÿрех хирĕçлеме ан васка. Тĕрĕсех, сирĕнпе килĕшетпĕр: нарăсăн 8-мĕшĕнче хаçат тухма пуçланăранпа 79 çул çитет. Чăнах та çавра çул мар. Анчах та апрель уйăхĕнче район хаçачĕ 10 пинмĕш номерĕ кун çути курасси историллĕ пулăм мар-и; Ку вăхăт, паллах, кирек мĕнле пичет кăларăмĕшĕн те сахал мар. Çавна май тăван хаçатăмăрпа çыхăннă аса илÿсене халăх патне çитересшĕн. Тархасшăн, ан ÿркенĕр, çырса пĕлтерĕр е редакцие кĕрсе тухăр. Çав вăхăтри сăн ÿкерчĕксене те хапăл тăватпăр.
Хисеплĕ ентешĕм, пĕрле çума-çуммăн тăрăшсан Юхмапа Пăла тăрăхне çутатакан хаçата тата та кăсăклăрах, хыпарсемпе пуянрах тăвăпăр. Пĕрле пулар!
З. АЛЕКСАНДРОВА,
«Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ.