АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путин – Чăваш Енре тăваттăмĕш хут

30 января 2010 г.

Премьер Татьяна кунне чăваш студенчĕсемпе уявланă В. Путина И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем илемлĕ юрăпа кĕтсе илнĕ. Кунтах хаклă хăнана чейпе сăйланă.

Тĕл пулу «çавра сĕтел» хушшинче малалла тăсăлнă. Яшсемпе хĕрсем премьера хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене çине-çинех панă. Студентсем юлашки вăхăтра пысăк шăв-шав çĕкленĕ «Школа» сериал пирки те сăмах хускатнă. В. Путин сериала пăхман-мĕн, çавăнпа хаклама пултарайманнине пĕлтернĕ. Чăн та фильм йĕри-тавра çивĕч калаçу пынине пĕлет. Вĕренÿре йывăрлăх çук мар, пур, ыйтусене татса памалла. «Истерика çĕклени – вырăнсăр, сиенлĕ», – палăртнă премьер.

Чăваш патшалăх университетĕнче çĕр чĕтреннипе инкеке лекнĕ Гаити студенчĕсем те пур. Вĕсем премьера Раççей хăйсен çĕр-шывне пулăшнăшăн тав тунă. Утрав çинче инкек пулнă хыççăн Раççейре вĕренекен Гаити студенчĕсене тÿлевсĕр никĕс çине куçарма йышăннă – тăкаксене федераци бюджечĕ хăйĕн çине илет.

Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн тепĕр çивĕч те кăткăс ыйтăвĕ – Раççейри аслă шкулсен дипломне, пĕлĕвне ытти çĕр-шывра хакламанни. Премьер вĕсен шухăшĕпе килĕшсех кайман. Çакă пирĕн çĕр-шывра паракан пĕлÿ шайĕ начарриипе мар, ют патшалăхсем хушшинчи çыхăну анлă сарăлманнипе çыхăннă. Пĕр-пĕрин дипломĕсене йышăнасси пирки Раççей 100 патшалăхпа килĕшÿсем тунă.

ЧПУ студенчĕсен отрячĕсен Сочири Олимпиада стройкисене хутшăнас шанчăк çуралнă. Ку çеç те мар: Олимпиада вăхăтĕнче волонтерсем нумай кирлĕ пулаççĕ – вĕсен йышĕнче те пирĕн çамрăксем пулма пултарĕç.

Обязательнăй медицина страхованийĕпе çыхăннă реформа тÿлевлĕ медицина патне илсе пымасть, пулăшу малашне те тÿлевсĕр пулассине çирĕплетнĕ Путин. Медицина учрежденийĕсене патшалăх укçа-тенкĕ шутланса тăнишĕн мар, мĕнле пахалăхпа тата мĕн чухлĕ пулăшу панине кура уйăрĕ. Çынсене сыватнине кура укçа пама тытăнни çĕнĕ сывлăш илсе кĕртĕ, пахалăха ÿстерĕ. Премьер Чăваш Ен ку сферăра малта пынине, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине каланă.

Раççей Федерацийĕн Правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин, Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Шупашкарти Çветтуй Татиана чиркĕвĕнче те пулнă, Татьяна кунне асăнса çурта çутнă.

Чаплă каток

Правительство ертÿçи Шупашкарта «Спартак» стадионти çĕнĕ тăрăллă катокпа та хаваспах паллашнă, ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă. Строительствăна пуçараканĕ, тăрăллă каток инвесторĕ – «Çĕнĕ ăру» спорт программин ырă кăмăллăх фончĕ. Каток куллен 800 çынна йышăнма пултарать. Строительствăна 180 миллион тенкĕ хывнă.

Куравпа паллашнă

«Корпоративлă управленин «Трактор завочĕсем» концерн» компанийĕ тытăмне кĕрекен «Промтрактор» АУО-ра В. Путин республикăри промышленность предприятийĕсен пысăк технологиллĕ продукцийĕн куравĕпе паллашнă. Премьера Раççейре сери мелĕпе кăларакан пĕртен-пĕр «Дань» аппаратпа, пилотсăр вĕçекенскерпе, паллаштарнă. Прибор МиГ тата СУ самолетсем валли мишень пулса тăрать.

«Трактор завочĕсен» управленийĕнче – Раççейĕн тĕрлĕ субъектĕнче, Данире, Германире, ытти çĕр-шывра вырнаçнă 20 ытла предприяти.

Чăваш Ен территорийĕнче – холдингăн социаллă пĕлтерĕшлĕ тăватă предприятийĕ: «Промтрактор», «Шупашкарти агрегат завочĕ», «Промтрактор – Промлит», «Промтрактор – Вакун».

Правительство пуçлăхĕ холдинг предприятийĕсенче кăларакан машинăсене пăхса çаврăннă.

Республикăн социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

Çавăн пекех Правительство çуртĕнче В. Путин премьер Чăваш Ен Президенчĕпе Н. Федоровпа калаçу ирттернĕ. ЧР Президенчĕн пресс-служби тĕл пулура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явни çинчен хыпарлать.

«Эпир газификацие вĕçлерĕмĕр, Чăваш Енри мĕн пур яла асфальт çул çитертĕмĕр», – тенĕ Н. Федоров.

Чăваш Ен Президенчĕ çавăн пекех транспорт машиностроенийĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă. «Промтрактор» АУО 7 çуллăха пысăк кредит илнĕ. Çакă Раççей рынокĕнче тата чикĕ леш енче тракторсем сутассине икĕ хут пысăклатма май парĕ.

А. ИВАНОВ хатĕрленĕ.

(ЧР ПА сайчĕн хыпарĕсемпе тата сăн ÿкерчĕкĕсемпе усă курнă).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика