АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАРНЕЛЕР ЧУН ĂШШИ АЧАСЕНЕ

30 января 2010 г.

«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафон районта вăй илсех пырать. Сăваплă ĕçе йĕркелекенсем чĕнсе каланине хапăлласах йышăнакансене палăртса хăварма та кăмăллă. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем иртнĕ çул вĕçĕнче унăн кассине 4000 тенкĕ укçа хыврĕç. Район администрацийĕнче, тĕп больницăра, «Шыгырданы» компанинче, «Прогресс» хупă акционер пĕрлешĕвĕнче ĕçлекенсем, Пăлапуç Пашьел, Алманчă ял тăрăхĕсен администрацийĕсем те укçан куçарчĕç.

Пархатарлă ĕç кăçал малалла пырать. Район администрацийĕн вĕрентÿ па- йĕнче ĕçлекенсен алли çăмăл пулчĕ пулмалла. Вĕсем 4900 тенкĕ куçарчĕç. Финанс пайĕн Тутар Сăкăт, Туçа, Шăхач, Ыхра Çырми, Нăрваш Шăхаль, Кзыл Чишма, Çĕнĕ Ахпÿрт, Аслă Чемен, Пикшик ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, районти «Авангард» хаçат редакцийĕ, «Батыревский» улма-çырла питомникĕ сăваплă ĕç ырăпа таврăннине асра тытса укçа хыврĕç.

Пултаруллă ачасене укçапа пулăшни, йывăр шăпаллисене – сусăр ачасене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене – савăнăç, чун ăшши, тăнăçлăх парнелени чăннипех сăваплă.

Марафон вĕçленмен-ха, вăл пуш уйăхĕччен тăсăлать.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика