30 января 2010 г.
Районти тĕп больницăра Донор кунĕ иртнĕ. Çын пурнăçне çăлассипе çыхăннă ыркăмăллăх акцине хутшăнса 200 донор хăйсен ирĕкĕпе юн панă. Вĕсенчен 42-шĕ – медицина ĕçченĕ. Çак пархатарлă пуçарура уйрăмах Нăрваш Шăхаль, Пикшик ял тăрăхĕсенчи, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕн ĕçченĕсем пысăк хастарлăх кăтартнă. Юн паракансенчен Н. Волкова, А. Казачков, С. Купкенова, Н. Ахмеева, А. Чернова, А. Задорова, В. Паймуллина, В. Илеменова ырă тĕслĕхлĕ.